Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Улатăр тăрăхĕнче пулнă

Глава Чувашии с рабочим визитом посетил город АлатырьКăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Улатăр тăрăхĕнче пулнă. Унта вăл шывсене тасатса тăма май паракан хӳтĕлев сооруженийĕн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă, проекта пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

«Улатăр хăйне евĕр вырăн, кунта усал шыв пĕр ҫĕре пухăнса халăха сиен кӳме,  Сăр шывне те юхса кĕрсе хăрушлăх кăларса тăратма пултарать», - теҫҫĕ специалистсем.  Ҫурхи шыв хулан пĕр пайне чăрмав кăларса тăратать, ҫыранран тухса кайнă юшкăн хăрушлăх патне илсе ҫитерет.

Хӳтĕлев сооруженине тăвас ыйту 2012 ҫулта тухса тăнă. Ун чухне шăпах та, халăх усал шыва пула пăтăрмаха лекнĕ, 221 хуҫалăх йывăрлăх тӳснĕ.

Хула администрацийĕ проектпа смета ĕҫ хутне туса хатĕрленĕ.  Вăл ĕҫе пурнăҫа кĕртессипе  ҫыхăннă ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе пĕрле тарăн сӳтсе явнă, халăхăн сĕнĕвне пăхса тухнă.

«Проект тахҫанах хатĕрленнĕ. Тăрса юлнă хăш-пĕр ыйтусем», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче сити-менеджер Сергей Лукшин.  Экологи енĕпе те хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пур-ха.

Ячĕшĕн кăна проектпа ĕҫлемелле мар. Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тепĕр хут асăрхаттарса каланă.  «Халăх сĕнĕвне шута илмелле, вырăнта пурăнакансемпе пĕрле ыйтусене сӳтсе явмалла. Кун пирки никамăн та манма юрамасть», - тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  

«Дамба строительство ĕҫĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Ҫурхи шыв-шур вăхăтĕнче кĕтменлĕхсем чылай сиксе тухма пултараҫҫĕ. Ыйтăва уҫăмлатмалла, кĕске вăхăтрах пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те ырми-канми тăрăшмалла», - палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Пĕр кайнă пек чухне, муниципалитетра республика Пуҫлăхĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче те пулнă, вĕсен ĕҫĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă, Краеведени музейĕнче  ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ.  Чăваш автономи облаҫĕ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă. Вăл ĕҫсене пурнăҫлассишĕн пурĕ 40 млн ытла тăкакланнă.   Ҫав тери илемлĕ ҫурт пулса тăнă, кунта вырăнти халăх ҫеҫ мар, кӳршĕллĕ районсенчен, ытти регионсенчен тăтăшах ҫынсем музей ĕҫĕпе паллашма ҫӳреҫҫĕ. Вырăс провинци музейĕ тарăн историпе пуян.  Кун пирки учрежденийĕн директорĕ Татьяна Борисова сăмаха ҫирĕппĕн каланă.

 Паян шалти ĕҫсене пуянлатма тăрăшмалла, экспонатсене ытларах та ытларах хатĕрлесе тăратмалла.  «Проект кăсăклă, туристсене те явăҫтарасси пирки иккĕленмĕпĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Укҫа-тенкĕ енчен те тĕрев пуласси ҫинчен асăнса хăварнă ертӳҫĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Фоторепортаж



20 января 2021
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter