Улатӑр хулинче хӳтелев сооруженийӗ ҫитес ҫул тума пуҫламалла
Унччен дамба проектне туса йӗркене кӗртсе пӗтермелле. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Улатӑрта ирттернӗ канашлура пӗлтерчӗ. Ӗҫлӗ ҫӳрев вӑхӑтӗнче хула тата район аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтӑва та хускатрӗҫ.
Улатӑра ҫуркунне шыв илес хӑрушлӑх кашни ҫулах сиксе тухать. Сӑмахран, 2013-мӗш ҫулта кунта чрезвычайла лару-тӑру пулнӑ. Пӗтӗмпе 221 кил-ҫурт пӑтӑрмаха лекнӗ. Хулана шыв-шуртан дамба кӑна хӳтӗлеме пултарӗ. Сӑмах май, унӑн проектне тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ. Хӳтӗлев сооруженийӗн тӑршшӗ 7 пин те 800 метр пулать. Объектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 497 миллион та 600 пин тенкӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ объектшӑн яваплисене проекта улшӑнусем кӗртме сӗнчӗ. Татса паман, иккӗлентерекен ыйтусем пулмалла мар, терӗ вӑл. Ҫапла, йӑлтах йӗркеллӗ пулсан, дамбӑна 2022-мӗш ҫулта тума пуҫламаллине палӑртрӗҫ тӗл пулура.