Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Олег Николаев провел совещание по ситуации, связанной с выбросами хлора в НовочебоксарскеҪĕнĕ Шупашкарти  хăш-пĕр предприятисем хлор таврашне ытлашши сывлăша кăларса пăрахнине тĕпе хурса, ҫивĕч ыйтăва уҫăмлатас тесе, кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Канашлăва регионти тĕрĕслевпе асăрхав службисен ертӳҫисем,  хăш-пĕр министерствăсен пуҫлăхĕсем, Шупашкар хулипе Ҫĕнĕ Шупашкар администрацийĕн ертӳлĕхĕсем, предприятисен хуҫисем пуҫтарăннă.

Раҫҫей Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Вера Головач хăйĕн сăмахĕнче палăртнă муниципалитетри халăхăн ҫăхавĕсене шута илсе, сывлăша сиен кӳрекен хлор пуррипе ҫуккине тĕрĕслес тесе ятарлă тĕпчев ĕҫĕсене ирттернине хыпарланă. Чăнласах та, уйрăм урамсенче хулара сывлăшра нумай сиен кӳрекен япала - хлорэтен пуррине тупса палăртнине, ятарлă нормăран вăл виҫе   2,2-4,6 хут пысăкрах тесе ҫирĕплетнĕ. Шупашкар районĕнче те ҫынсем пăшăрханни сисĕннĕ. Ҫăхавсем ҫине ҫинех пулнă.  Районти пĕр урамра ПДК хлор сывлăшра 5,5 хут пысăк тесе тупса палăртнă тĕпчевҫĕсем.

«Кирлĕ пек мĕнпур службăсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр.  Кашни хыпара туххăмрах тĕрĕслесе, кирлĕ пек йышăнусем тума тăрăшатпăр», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Павел Семенов.

Хлор таврашĕпе Ҫĕнĕ Шупашкарта темиҫе предприяти те ĕҫлет.  Уйрăмах хăш предприяти сывлăша ытларах сиен кӳнине хальлĕхе тĕпчесе тупса палăртман-ха. «Ҫитес вăхăтра вăл предприятисем пирки хыпарсене туллинрех тĕрĕслевпе асăрхав службисем патне илсе ҫитерĕпĕр», - тесе каланă Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев лару-тăрăва пысăк тимлĕх уйăрма хушнă, кĕске вăхăтрах кирлĕ пек ĕҫсене йĕркелесе ирттерме каланă, ыйтăва уҫăмлатма сĕннĕ. «Тĕп тĕллев – хлор таврашĕ хăш предприятинчен ытларах тухнине тупса палăртасси. Ӳлĕмрен вăл кăлтăк ан пултăр тесен, сыхă тăрасси, асăрхануллăх тенине малти вырăна кăларасси.  Мĕнпур шайри влаҫра тăрăшакансен май килнĕ таран пĕрлехи плана пăхса тухмалла, ĕҫсене комплекслă йĕркелемелле. Федераци саккунне никамăн та пăсмалла мар. Тăван тавралăха упрасси пирĕн тивĕҫ. Енчен те предприятисенче кăлтăксем пулсан, вĕсене ҫийĕнчех пĕтермелле», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Аса илтеретпĕр, Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем иртнĕ ҫул раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче ҫăхавсем ҫырма пуҫланă. Тӳрех ыйтусем ҫине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пысăк тимлĕх уйăрнă, тĕрĕслеве илнĕ. Тăтăшах специалистсем, ятарлă служба ĕҫченĕсем лаборатори ĕҫĕсене йĕркеленĕ.  Сахал мар муниципалитета ҫитсе унти лару-тăрăва тишкернĕ.  Халĕ ентĕ уголовлă майпа ĕҫ те пуҫарнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнче тăрăшакансем те ку ыйтупа тарăн ĕҫлеҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, сăлтавĕ уҫăмланĕ, малашне тен кун пек тĕслĕхсем пулмĕҫ.



22 января 2021
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter