Чăваш Ен 1000 çамрăкĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине тивĕçнĕ

1000 юношей и девушек удостоены стипендии Главы Чувашской РеспубликиВĕренӳре, спортра, культурăпа тата ытти тытăмра пысăк хисепе тивĕҫнисене ҫак стипендине парса хавхалантараҫҫĕ. Кашни уйăхра вăл стипендие яшсемпе хĕрсем илĕҫ, унăн виҫи 1830 тенкĕпе танлашать.  Свидетельствăна паян Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев парса чысланă.   

Чăваш Ен ҫамрăкĕсем хамăр тăрăхра анчах мар, регион тулашĕнче те пысăк хисепсене пĕрре ҫеҫ мар тивĕҫнине каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика ертӳҫи.  «Эпир сирĕнпе мăнаҫланатпăр.  Сирĕн ҫитĕнĕвĕрсемпе мухтанмаллипех мухтанатпăр.  Пире вĕсем тата та малалла ӳсĕмсемпе ĕҫлеме хавхалантараҫҫĕ.  Яланах сирĕнпе пĕрле пулса, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывас килет.  Ӳлĕмрен те  сирĕн пуҫарăвăрсем пурнăҫа кĕрсе пыччĕр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Регион Пуҫлăхĕ ҫамрăк яш-кĕрĕме кулленхи пурнăҫра хастар пулнăшăн тав тунă, малашне те пысăк кăтартусемпе палăрма вăй-хал суннă.

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем -  Чăваш Ен пуласлăхĕ. Телее, ăсĕ-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сахал мар чăвашра. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранпах малалла ăнтăлаççĕ, çавна кура çитĕнӳсем те нумай кĕттермеççĕ.

«Эсир пĕтĕм вăя хурса тăрăшса пуҫаруллă ĕҫсем йĕркелесе пыратăр.  Кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫсем патне ăнтăлатăр. Хамăр регионта анчах мар, ҫĕршывра та пĕрре мар тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăна тухма пултартăр. Ку вара чи пахи. Паянхи пурнăҫ ыйтакан тĕллевсене пурнăҫлама хатĕр пулăр», -  тесе каланă Олег Николаев сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Ача-пăча пултарулăх керменĕнче тăрăшакан ҫамрăк  вĕрентекен регион ертӳҫине мĕнпур ачасен ячĕпе ырласа тав сăмахĕсем каланă, ăсталăх лаҫҫине аталантарса пыма чаплă условисем йĕркелесе панăшăн мухтанă. Ку стипендие вăл кăҫалхипе иккĕмĕш хут илнине пĕлтернĕ. Хăй кашни ҫул ăмăртăва хастар хутшăннине, ҫитĕнӳсем тума сахал мар ĕҫленине палăртнă.

«Хăй вăхăтĕнче те вăл укҫа мана питĕ кирлĕ пулчĕ. Укҫа пухса камера туянтăм. Ку професси ĕҫне малалла тата та лайăхрах туптаса пыма витĕм кӳрĕ.  Халĕ эпĕ видеостудинче ĕҫлетĕп.  Эпир ачасемпе тăтăшах Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнатпăр. Видео ĕҫсене конкурссене тăрататпăр, мала тухассишĕн тăрăшатпăр», - тенĕ вăл.   

Стипендие тивĕҫнисем курав йĕркеленĕ, унпа пухăннă яш-кĕрĕм, ертӳҫĕсем хапăл тусах паллашнă.   

Фоторепортаж



22 января 2021
16:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter