Чăваш Енре Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Чăваш Енре Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

 Паян Чăваш Енре Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуҫласа республика территорийĕнче QR-кодсемпе тĕрлĕ учрежденисене кĕртме пуҫлĕҫ, кун пирки Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтернĕ.  «Палăртнă кун тĕлне мĕнпур ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитермелле.  Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне учрежденисене тĕрĕслесе кĕртме ятарлă условисене хатĕрлесе тăратмалла», тенĕ вăл.

«Мĕнпур ĕҫе туллин пурнăҫлама тăватă кун паратпăр», тенĕ Пуҫлăх сăмаха хушса.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Екатерина Грабко хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех палăртнă ыйтупа тĕллевлĕн ĕҫлеме технологи тĕлĕшĕнчен условисем ҫителĕклĕ пуласса пĕлтернĕ.  «Асăннă тытăм, тĕслĕхре, унпа ĕҫе пуҫлама юрать, технологи  витĕмлĕхне тĕпе хурса, QR-кодсене тĕрĕслесе учрежденисене кĕртме условисем пур», - тенĕ вăл.

Play Маркетри приложенипе юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче халăхсене усă курма майсем туса парĕҫ.  

Ҫапла вара, юпа уйăхĕн 6-мӗшӗ хыҫҫӑн организацийӗсенче, обществӑра, культурӑпа спорт учрежденийĕсенче ҫĕнĕлĕхе туллин ӗҫе кӗртме май пулӗ. Кун пирки ҫирĕплетсе каланă Екатерина Грабко.

Республикăри  суту-илӳ организацисемпе предприятийĕсенче 60 процентран та сахалтарах ҫынсем вакцинациленнĕ пулсан, вĕсен  хупă пулмалла, ĕҫ прахăҫланмалла.    

«Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен администрациĕсенче тăрăшакансене объектсенчи лару-тăрăва тишкерӳ тума ыйтатăп.  Енчен те организацисенче чăнласах та, унта ĕҫлекенсем сахал вакцинациленнĕ пулсан, ĕҫе тен пăрахăҫлама та юрĕ.  Енчен те пĕрисем йĕрке пăссан, ыттисем те ҫапла тума пăхаҫҫĕ.  Массăллă мероприятисем ирттерме юрамасть. Чир-чĕр никама та хĕрхенмест, ҫакна пурин те астумалла, мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланмалла», тесе палăртнă  Пуҫлăх.     Пĕр эрне хушшинче палăртса хунă мероприятисене туллин пурнăҫа кĕртмелле.   

Олег Николаев транспортсем ҫинче тимлĕ пулма ыйтнă. «Ҫĕнĕ чарусене пăхăнмалла, тĕрĕслев малти вырăна тухса тăмалла», тенĕ вăл.  

«Транспортсем ҫинче ҫирĕп тĕрĕслев йĕркелемелле. Ҫăхавсем чылай. Халăх маска тăхăнманни  пăшăрхантарать.  Шупашкарта ирпе каҫ кӳлĕм транспортсем ҫинче ҫынсем йышлăн ҫӳрени куҫ кĕретех. Профилактика мерисене пăхăнмасан, усал амак чирĕ алхасасси те часах пулма пултарать», тенĕ вăл.  

Оперативлă штабăн ларăвĕнче Культура министерствин ыйтăвĕсене те пăхса тухнă. Калăпăр, вĕсенчен пĕри – культура объекчĕсене ҫӳреме ирĕк памалли йĕрке, тепри – ҫынсем маларахри тапхăрта билетсем илнĕ, анчах та вĕсен культура ҫурчĕсене ҫӳреме ирĕк ҫук. Вакцина туман пулсан, хăрушлăх пысăк. Апла пулсан, вĕсене билетсем туянса тăкакланнă укҫана каялла тавăрса пама тивет.  Кун пек ĕҫе епле йĕркелемелли пирки те канашланă.   

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн сăмахĕнче, халăха, билетсем илсе тăкакланнисене, каялла укҫа тавăрса парассипе активлă ĕҫленине хыпарланă.  Чăрмавсем пулманнине те асăннă министр.  

«Ҫӳлерех палăртнă ҫĕнĕлĕх, культура ҫурчĕсене ҫителĕклĕ таранах халăха пухма май парĕ. Паллă, анчах та вĕсен пурин те QR-код пулмалла.  Маларахри тапхăрта пурĕ те 75 процента ҫити ҫеҫ ҫынсене учрежденисене кĕртме ирĕк пулнă.  Лару-тăру ырă енне куҫсан, халăх вакцинациленсен, чарусем тен пăрахăҫланĕҫ-ха», - палăртнă министр.

Спорт учрежденийĕсем пирки те калаҫу пулнă паянхи ларура.  Спорт хатĕрĕсене пĕр метр ҫурăра пĕр-пĕринчен вырнаҫтармалла.  Йĕрке пăхса хăварнă, ăна халăхăн пăхăнмах тивет.  

«Мĕн чухлĕ чăтасси, пĕтĕмпех хамăртан килет. Лару-тăру ҫивĕчленсех пырать.  Чи йывăр тапхăрсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ.  Ытти тапхăртисенчен тата та кăткăсрах. Тимлĕхе ҫухатма юрамасть, асăрхануллă пулма чĕнсе калатăп. Лăпланса лармалла мар, ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть, профилактика мерисене пăхăнмалла», – тесе асăрхаттарнă Олег Николаев.



01 октября 2021
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter