Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Сирӗн ӗҫри ҫитӗнӗвӗрсем, пуян опытӑрпа пысӑк ӑсталӑхӑр тата пултарулӑхри паллӑ ӗҫӗрсем – республикӑмӑрпа ҫӗнӗ ӑрусен малашнехи аталанӑвӗн ҫирӗп никӗсӗ. Ҫӗршыва вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ ҫынсене уйрӑммӑн тав туса хисеп тӑвас тетӗп. Эсир пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑхпа патриотлӑхӑн тата ӗҫченлӗхӗн ырӑ тӗслӗхӗ пулса тӑратӑр.

Сирӗн пурнӑҫӑр пахалӑхне лайӑхлатас, хастарлӑ та хӑтлӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗхе тивӗҫтерес тесе эпир хамӑртан килнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, «Демографи» наци проектне пурнӑҫланӑ май, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче кӑҫал ветерансем валли социаллӑ пурнӑҫпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центр уҫӑлать. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче вара Шупашкарта «Манӑн социаллӑ центр» ятпа ваттисем валли регионти тӑваттӑмӗш клуб хута кайрӗ.

Юлашки ҫулсенче социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сферӑра нумай улшӑну пулса иртрӗ. Республикӑра асӑннӑ тытӑма ҫӗнетме тӗллев лартнӑ – ватӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсене стационара вырнаҫтарса кӳмелли майсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен организацисен пурлӑх никӗсӗ ҫирӗпленет.

Ҫамрӑксене ҫултан-ҫул паракан пуян та паха опытӑршӑн, тарӑн ӑсӑрпа ырӑ кӑмӑлӑршӑн, тӳсӗмлӗхӗршӗн тата кӑмӑл-сипет йӗркисене шанчӑклӑн сыхласа упранӑшӑн пурсӑра та тайма пуҫ.

Ҫак уяв кунӗнче питех те пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗрсемшӗн тата ҫирӗп чун хавалӗшӗн тав туса сума сунине палӑртакан ӑшӑ та ырӑ сӑмахсене йышӑнсамӑр! Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм кун-ҫул сунатӑп! Хӑвӑра юратакан, сирӗншӗн тӑрӑшакан ачӑрсемпе мӑнукӑрсем, тусӑрсем яланах юнашар пулччӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев

 



01 октября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter