Кун йĕркинче каллех — пайçăсен ыйтăвĕ

Паян Правительство çуртĕнче строительсем ĕç тунăран тата туманран шар курнă çынсен — пая кĕрсе нумай хваттерлĕ çуртсем хăпарттаракансен — прависене хӳтĕлес тĕлĕшпе ĕç-хĕле тухăçлăрах йĕрекелессипе çыхăннă ыйтусене тишкерекен ушкăнăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăна уçса строительсем тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламанран хваттер палăртнă вăхăтра илеймен тĕслĕхсем çав-çавах пуррине, вĕсем влаç органĕсен умне лартнă ыйтăва татса парассишĕн Правительство çине тăрсах ĕçленине палăртрĕ.

 Пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутаракансен интересĕсене хӳтĕлекен фондпа килĕшӳ çирĕплетсе строительствăна малалла тăсатпăр. Çапах та çак меслетпе усă курсан вăл вăхăта ытларах илет, — терĕ Олег Николаев. — Пайçăсем валли пурăнмалли вырăн тăвакан организацисемпе пĕрле объектсене хăвăртрах туса пĕтермелли мая та шыратпăр. Ку ĕç пур чухне те ăнăçлă пымасть. Ăнăçлă тĕслĕхсем те пур. Хăш-пĕр объектра ĕç чарăнса тăнине кура стройорганизацие панкрута кăларас çула суласа илме сĕнекенсемпе те килĕшме тивет. Çак тапхăр федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн пулса иртет.

ЧР Пуçлăхĕ ЧР Строительство министерствине пайçăсене пурăнмалли вырăнпа çĕнĕрен пăхса палăртнă вăхăт тĕлне тивĕçтерессишĕн укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăха лексе панкрута тухнă организаци хыççăн вăл е ку объекта кĕртнĕ конкурс управляющийĕсемпе тачă çыхăну йĕркелеме чĕнсе каларĕ.

Пайçăсен укçине явăçтарса пурăнмалли вырăн тумалли графика епле пăхăнса ĕçлени çинчен ЧР строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов доклад турĕ.

Чăрмавлă объектсен строительствине малалла тăсни çинчен пая кĕрсе строительство пурнăçлаттаракан граждансен прависене хӳтĕлекен фонд ертӳçи Юрий Иванов пĕлтерчĕ. Республикăра 2023 çул вĕçĕ тĕлне чăрмавлă объектсене пурне те хута яма тĕллев лартнă.



Хыпар
01 октября 2021
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter