Чăваш Енри Шомик ялĕнчи ҫĕнĕ урама кăвак ҫулăм илсе ҫитернĕ

Чăваш Енри Шомик ялĕнчи ҫĕнĕ урама кăвак ҫулăм илсе ҫитернĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫакӑ Чӑваш Республикипе "Газпром" пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленин пӗтӗмлетӗвӗ пулнине палӑртнă.  Икĕ ен тахҫантанпах пĕр-пĕринпе тухăҫлă килĕшсе ĕҫлеҫҫĕ.

Газопровод регион программипе килĕшӳллĕн, 5 ҫухрăм  ытла газ пăрăхĕсене хывнă, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнчи ыйтусене татса парассипе курăмлă тăрăшнă. 120 хуҫалăха газпа тивĕҫтернĕ, палăртмалла, вĕсенче ытларах пайĕнче нумай ачаллă ҫемьесем пурăнаҫҫĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кăҫал Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, газпа тивĕҫтерес ыйту тĕллевлĕн пулса пынине, лайăх условисем анлăланнине палăртнă.  «Президент хăйĕн Ҫырăвĕнче пурăнмалли ҫуртсем патне ҫити газ тӳлевсĕр илсе ҫитермелли пирки палăртнăччĕ. Ку ĕҫе «Газпром» ПАО витĕм кӳмеллине те каланă», – тесе тепĕр хут аса илсе хăварнă Пуҫлăх.   

Полевая урамĕнче 24 ҫурт патне газ пăрăхĕсене илсе ҫитернĕ, кăвак ҫулăм ырлăхне халăх курма пуҫланă.  Сорокинсен ҫемйи тахҫантанпах газ кĕтсе пурăннă.  Ҫурта ҫамрăк мăшăр 2009 ҫулта хăпартма пуҫланă.  Халĕ вĕсен ĕмĕчĕ пурнăҫланнă, ҫуртра ăшă, йышлă ҫемье ырлăха курса савăнса пурăнать.

«Ҫынсене газпа тивĕҫтересспе регионта тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ.  Ҫулталăк вĕҫлениччен тата та 460 ҫурт патне ҫити кăвак ҫулăма илсе ҫитерме плана кĕртнĕ», – тесе пĕлтернĕ  «Газпром газораспределение Чебоксары» АО,  «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов.

Ялта пурăнакансене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ырă пулăмпа саламланă: «Айтăр-ха малалла та пĕрле ĕҫлер, ыйтусене татса парассишĕн килĕштерсе пĕрне-пĕри ăнланса тăрăшар, ҫĕршыв Президенчĕ палăртакан тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе вăй хурар. Туслă ĕҫлесен, кăтарту та ҫийĕнчех пулĕ, хăвăртлăх тени малти вырăна тухĕ, палăртнă тапхăр тĕлне мĕнпур ĕҫсене татса парасси те  ун пек чухне часах», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

 



04 октября 2021
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter