Паттăрлăха асра тытмалла

Тӑван Çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӑрушӑ тӑшманран сыхланма тĕрлĕ тăрăхра хӳтӗлев чиккисем тунă. Вӗсене кĕске вăхăтра Смоленск, Брянск, Можайск тата ытти регионта чавнӑ. 1941-мӗш ҫул вӗҫне хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте 2 миллион ытла ҫын тăрӑшнӑ. Алла лумпа пуртӑ, кӗреҫе тытса кашниех Ҫӗнтерӗве ҫывхартма тӑрӑшнӑ. Паттӑрсен ятне ӗмӗрлӗхе историе ҫырса хӑварассипе кашни регионтах хӗрӳ ӗҫ пырать. Совет халӑхӗн тылри паттăрлӑхӗ ҫинчен паян Мускавра иртнӗ ӑслӑлӑх конференцийĕнче калаçрĕç. РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Шартлама сивӗсене, вӑрҫӑ терт-асапне пӑхмасӑр 3 уйӑхра Чӑваш Ен тӑрӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туса хунӑ. 380 километр окоп чавнӑ тыл паттӑрӗсем. Кунсерен йывӑр ҫак ӗҫе 110 000 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене халалласа 2021-мĕш ҫула Чӑваш Республика Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ. Чӑваш Ен пурнӑçланӑ ӗҫ-хӗл ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх терӗҫ конференцие хутшӑнакансем". ВИКТОР КЛАДОВ: "Эпир кӳршĕри ĕçтешсен ĕçне тишкерсех тăратпăр. Чăвашсем нумай япала туса ирттернĕ. Эпир туманнине те тунă. Регион ертӳçи те сире хавхалантарсах пырать. Шанса тăратпăр, сирĕн опыта тĕпе хурса пирĕн тин çеç суйланнă çĕнĕ губернатор та ку енпе нумай ĕç тума пулăшса пырĕ". "Чӑваш халӑхӗ сӑпайлӑ, ҫавӑнпа çак паттӑрлӑх ҫинчен чылайӑшӗ пӗлмен", - терӗ конференцие уҫнӑ май Модест Колеров, истори ӑслӑлăхӗн кандидачӗ. Чылай информацие вӑрттӑнлӑхра тытнипе те ҫыхӑннӑ ку. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ питӗ пархатарлӑ ӗҫ пуҫланӑ терӗ вӑл. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ ҫулталӑк истори, архив, театр, вӗрентӳ тата ытти тытӑмра тӑрӑшакансене пӗр тӗвве пухнӑ. Тӑван ҫӗршыв историне ҫӗнетмелле, унта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен паттӑрлӑхӗ ҫинчен ятарлӑ пай кӗртмелле. Ку пирӗн тӗп тивӗҫ терӗҫ конференцие пухӑннисем. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисене халалласа медаль пама йышӑнни урӑх ниҫта та ҫук. Ҫак чикӗсене тӑвакансем чӗрӗ чухне пирӗн пур енлӗ ӗҫлемелле, терӗҫ ӑслӑлӑх конференцине пухӑннисем. Вӑрҫӑ теми республика ертӳçин çемйине те пырса тивнӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫак ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрма шутланӑ. Ҫав тӗллевпех паттӑрсене халалласа мемориал комплексӗ уҫаҫҫӗ. Конкурса 13 ҫын хутшăннӑ, Дмитрий Фомин ҫӗнтернӗ. "Уйрӑмах шкул ачисем ҫак ӗҫе хастар хутшӑнни савӑнтарать. "Пирӗн пуласлӑх - вӗсен аллинче", - тет вӑл. Кино ӳкерни, кĕнекесем, опера ҫырни, электронлӑ куравсем йӗркелени пурне те тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарать. Музейсем те вӑрҫӑ тапхӑрне туллин суйлас тӗллевпе тӗрлӗ курав, интерактивлӑ вӑйӑ йӗркеленӗ. Предприятисем те айккинче юлман. Сӑр ҫӑкӑрне пӗҫерме пуҫланӑ. Сурскийрубеж.РФ портал ӗҫлеме пуҫланӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Чӑваш Ен Пуҫлӑхне пархатарлӑ ӗҫсемшӗн патшалӑх наградипе чыслама сӗнчӗ.



НТРК
04 октября 2021
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter