Пурин те сывлăха упрассишĕн тăрăшмалла

Пурин те сывлăха упрассишĕн тăрăшмалла

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра каланă, кăшăл вирус енĕпе лару-тăру республикăра йывăрланса пынине асăннă вăл. 

Оперштаб йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуҫласа социаллă-культура учрежденийĕсене вакцинаци туни пирки ҫирĕплетекен QR-кодсемпе кĕртме тытăнĕҫ, е тата камăн ҫумра кĕсье телефонĕ ҫук, вĕсен вара хут ҫине ҫырса кăтартнă документпа кĕме ирĕк пулĕ.

Предприятисемпе организацисенче тăрăшакансене ку эрнере сертификатсене тĕрĕслесе кĕртме условисене хатĕрлесе ҫитерме чĕнсе каланă.  «Ҫынсене асăрхаттарни паха, вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулмалла мар.  Йĕркесене пăхăнса условисем хатĕрлесе тăратсан, чăрмавсем пулмĕҫ», - тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Енчен те ҫынсем билетсене кинотеатрсене ҫӳреме малтанласах илсе хунă пулсан, вакцинаци пирки ҫирĕплетекен документ пулмасан, вĕсене каялла тавăрса парĕҫ.  Кун пек ҫĕнĕлĕхсене халăха валли йышăнаҫҫĕ, чăрмавсем ан пулччĕр тесе тăрăшаҫҫĕ.  Халăх вакцинациленсен, тен хушма чарусем пăрахăҫланĕҫ. Чирлекенсен йышĕ ан ӳстĕр тесе кирлĕ пек мерăсем пăхса хăварма килĕшнĕ.  Прививка тунине çирĕплетекен сертификатсăр е чирлеменнине ĕнентерекен хутсăр  обществăлла апатлану  учрежденийĕсене те кĕме май пулмĕ.

Обществăлла апатлану вырăнĕсенче уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшмалла. Унта ĕҫлекенсен вакцинаци тен тумаллах, унсăрăн, хăрушă чире парăнтарасси иккĕленӳллĕ. Патăрьелĕнче, Каҫал тăрăхĕнче, Улатăрта ҫынсем питех вакцинаци туманни сисĕнкелет теҫҫĕ специалистсем, уйрăмах суту-илӳ сферинче. «Улатăрта пĕр хутчен  хушма чару та туса ирттернĕччĕ. Халĕ вара, енчен те лару-тăру ырă енне улшăнмасан, тен тата та хушма чару пулĕ вĕсен территорийĕнче.   Калăпăр, Каҫал енпе Патăрьел районĕсенче чирпе аптракансен йышĕ пысăк пулни пăшăрхантарать», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  «Ĕҫчешĕмĕрсем, енчен те официаллă мероприятисене ирттерес тетпĕр пулсан, вакцинаци пуррине ҫирĕплетекен сертификатсемсĕр  пуҫне ПЦР-тест пирки те ыйтмалла», - ҫапларах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

 Эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе иртнĕ çулхи хушăва улшăнусем кĕртрĕ. Унпа килĕшӳллĕн массăллă мероприятисене ирттерме чараççĕ. Физкультурăпа спорт, культурăпа курав, вĕрентӳпе кану тата ытти те. Çынсен сывлăхне кунта тĕрĕслесе çитерме май çук. Мероприятие хутшăнакансен амак çаклатас хăрушлăх пысăк. Çĕнĕ йĕрке кăшăллă вируспа кĕрешме витĕм кӳрессе шанатпăр.

Вакцинаци – ҫыннăн иммунитетне вăйлатма витĕм кӳрет, тепĕр тесен, пĕрне-пĕри усал чире ертесрен те пăрать. Пурин те асăрхануллă пулмалла, йĕркесене пăхăнмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, сывлăха упрассишĕн тăрăшмалла.  



04 октября 2021
18:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter