Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлани

Вĕрентӳ сферин хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Вĕрентекен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Вĕрентекен ĕҫĕ тивĕҫлипех чи пархатарли шутланать, вăл пултарулăхпа тачă ҫыхăннă, ҫав вăхăтрах питĕ кăткăс тата яваплă.

Эсир хăвăрăн вĕренекенĕрсене тĕнчепе паллашма куллен пулăшатăр. Вĕсене пĕлӳ паратăр, пурнăҫа хаклама, ҫĕршывăн тивĕҫлĕ гражданĕсем пулмашкăн ăнтăлма вĕрентетĕр. Ахальтен каламаҫҫĕ: вĕрентекен аллинче - пулас ăрусен шăпи. Шăпах эсир анлă пĕлӳллĕ, ăс-хакăл енĕпе аталаннă ҫамрăксене ҫитĕнтеретĕр, вĕсем Чăваш Республикин тата пĕтĕм Раҫҫейĕн пуласлăхĕн никĕсне хывĕҫ.

Паян регионта пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 410 организаци, вĕсенче 10868 вĕрентекен ĕҫлет. Вĕсем - хăйсен ĕҫĕн чăн ăстисен, хастар, пĕтĕмпех чуна ҫывăх илекен, профессие парăннă ҫынсен пысăк ҫарĕ.

Педагогика ветеранĕсем, малалла ĕҫлесе ҫамрăк вĕрентекенсемшĕн тĕслĕх пулса тăраканскерсем, уйрăм тав сăмахне тивĕҫ.

Эпир регионăн вĕрентӳ тытăмне аталантарас, педагог профессийĕн сумне ӳстерес тĕлĕшпе малашне те тимлĕ пулăпăр.

Хаклă вĕрентекенсем! Сире пархатарлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫĕршĕн, ачасене юратнăшăн  чунтан тав тăватăп. Пурне те ҫирĕп сывлăх, ырлăх, пуҫланă мĕн пур ĕҫĕрте ăнăҫу тата вĕренекенĕрсенчен тав сăмахĕсем илтме сунатăп.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                       Олег Николаев

 



05 октября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter