«Анлă стратеги Чӑваш Енре уйрӑм инвестицисен калӑпӑшне виҫӗ хут ӳстерĕ», – тенĕ Олег Николаев

«Анлă стратеги Чӑваш Енре уйрӑм инвестицисен калӑпӑшне виҫӗ хут ӳстерĕ», – тенĕ Олег Николаев

Шупашкарта стратеги сесси иртнĕ, унта республикăри влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансем, малта пыракан предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, наукăпа эксперт пĕрлешĕвĕн членĕсем, «Управлени команди» конкурс ҫĕнтерӳҫисем тата та ытти ăста специалистсем хутшăннă.  Региона аталанма май паракан проектсем пирки канашланă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене сӳтсе явнă. Сессие хутшăнакансем хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарнă, проекчĕсем çинчен каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев канашлăва уҫнă май, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсен кураторĕ, Раҫҫей Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухас тĕлĕшпе сессине йĕркеленнине палăртнă.   Пысăк тĕллевсенчен пĕри – кашни регионăн пиллĕк проект хатĕрлесси.  Вăл  проектсен регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илсе витĕм кӳме май памалла.   Енчен те проектсем хăватлăн пурнăҫа кĕрсен, пурнăҫ ырă енне тата та улшăнасси куҫ кĕретех пулĕ.  

Олег Николаев сессире пурĕ 22 проекта пăхса тухса йышăну тума плана кĕртнине каланă, тен вара вĕсенчен чи ăнăҫлă пиллĕк проекчĕ Дмитрий Чернышенко патне те ҫитĕ.  

Регионăн пиллĕк пуҫаруллă проекчĕ халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма, социаллă тытăма вăй илме, экономикăна ҫирĕплетме май парĕ теҫҫĕ ертӳҫĕсем.  Ҫынсен тупăшĕ ӳсĕ, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ, шалу укҫин виҫи те хăпарĕ. «Енчен те палăртнă тĕллевсем пурнăҫлансан, 2030-мĕш ҫулсем валли таварсен калăпăшĕ 2,1 хут нумайрах пулĕ, инвестици хывас текенсен йышĕ 2,9 хут пысăкланасси куҫ кĕретех пулĕ, экономикăра тăрăшакансен шучĕ 15,6 процент хăпарсси те никама та иккĕлентермĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕне Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов 2030 ҫулсем валли пăхса хăварнă регион аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки кĕскен каласа хăварнă. Хăш-пĕр пысăк ҫитĕнӳсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.

«Республикăна аталантарассипе пăхса хăваракан кашни пуҫаруллă проекта тĕплĕн сӳтсе явса тишкерӳ тумалла.  Кун пек ĕҫе йĕркелени ĕҫ планне хатĕрлеме витĕм кӳрĕ.  Мероприятисене те палăртма аван.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те ҫийĕнчех асăрхамалла, вĕсене татса парассипе курăмлă ĕҫсем тума пĕлмелле.  Тухăҫлăха ӳстермелле, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми вăй хумалла», – тесе чĕнсе каланă стратеги ĕҫне хутшăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ пĕлтĕр республикăн 2035-мĕш ҫулсем валли аталанса пымалли Стратегине туса хатĕрленине те асăнса хăварнă.  «Халĕ эпир хушма ҫул-йĕрсем шыратпăр, тата та лайăхрах аталанса пыма витĕм кӳрекен проектсем ҫинчен канашлатпăр.  Паллă, анчах та пирĕн ĕҫсене халăхăн та туймалла, вĕсен хăйсен пурнăҫĕ ырă енне куҫса пынине асăрхамалла, ҫĕнĕлĕхсем ырăпа аса илĕнмелле.  Ҫынсен чăнласах та, лайăх пурăнма тытăнмалла, вĕсене валли хăтлă условисем йĕркеленмелле», – тенĕ вăл сăмаха хушса.     Стратеги ĕҫĕнче пăхса тухнă мĕнпур мероприятисене республика аталанăвне витĕм кӳрĕҫ, вĕсене 2035 ҫуллчен пурнăҫа кĕртме палăртнă.



05 октября 2021
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter