«Эпир вĕренӳ процессне модернизацилеме тĕллев лартнă», – тенĕ Олег Николаев

«Эпир вĕренӳ процессне модернизацилеме тĕллев лартнă», – тенĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Вĕрентекенсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.

Вĕрентекен ĕҫĕ тивĕҫлипех чи пархатарли шутланать, вăл пултарулăхпа тачă ҫыхăннă, ҫав вăхăтрах питĕ кăткăс тата яваплă.

Юлашки ҫулсенче регионта вĕренӳ тытăмне хастар инвестици хываҫҫĕ,  Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 2021 ҫулта 19,8 млрд тенкĕ вĕренӳ пайне тăкакланă.

Пӗлӳ хуть хӑш саманара та ӑнӑҫулӑх никӗсӗ пулса тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл ҫынна пурнӑҫри улшӑнусене шута илсе ӑнӑҫуллӑ тата ҫаврӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшать. Вӗренӳ тытӑмӗ кашни ачана аталантарма, асӑннӑ сфера ӗҫченӗсен ӑсталӑхне ӳстерме, пурнӑҫӑн мӗнпур енне наукӑпа ҫыхӑнтарса йӗркелеме пулӑшакан майсемпе тивӗҫтермелле. Ҫавна тӑвас тесен пӗтӗм вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелле: унӑн пурлӑх пайне те, ӑс-пурлӑх тытӑмне те. Тӗллев – вӗренӳ ӗҫӗн юрӑхлӑхне, пахалӑхне тата тухӑҫлӑхне ӳстересси. Тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант – ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парасси тата патриотизма ӑса хывтарасси.

Кăҫал Чăваш Енре вĕренӳ тытăмĕнчи учрежденисене тĕпрен юсаса ҫĕнетессипе ятарлă программа пурнăҫа кĕртме тытăннă.  Паллă, мĕнпур шкулсенчен 50 проценчĕ кивелнĕ тесен те йăнăш мар, апла пулсан, программа витĕмлĕхĕпе вĕренӳ ҫурчĕсене ҫĕнетсе хăтлăлатса пыраҫҫĕ республикăра.   Вĕренӳ организацийĕсене республика хыснинчен модернизацилеме 2 млрд тенкĕ  ытла уйăрнă.  «Палăртма кăмăллă, пирĕн пек программăна федераци шайĕнче те пурнăҫа кĕртме килĕшнĕ.  Ку ĕҫ ҫитес ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫланĕ.  Ку тата та пирĕн региона хушма укҫа явăҫтарма май парĕ.  Пирĕн умри тĕллевсем пысăк, шкулсене ахаль кăна ҫĕнетсе пымалла мар, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлататпăр, пĕр сăмахпа каласан  модернизацилесе пыратпăр.  Ачасене вĕренме условисем лайăхланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, кун пирки вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем пĕрре мар сăмаха ҫирĕплетнĕ», – тесе хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

«Эсир хăвăрăн вĕренекенĕрсене тĕнчепе паллашма куллен пулăшатăр. Вĕсене пĕлӳ паратăр, пурнăҫа хаклама, ҫĕршывăн тивĕҫлĕ гражданĕсем пулмашкăн ăнтăлма вĕрентетĕр. Ахальтен каламаҫҫĕ: вĕрентекен аллинче - пулас ăрусен шăпи. Шăпах эсир анлă пĕлӳллĕ, ăс-хакăл енĕпе аталаннă ҫамрăксене ҫитĕнтеретĕр, вĕсем Чăваш Республикин тата пĕтĕм Раҫҫейĕн пуласлăхĕн никĕсне хывĕҫ», – тесе каланă Пуҫлăх. «Эпир регионăн вĕрентӳ тытăмне аталантарас, педагог профессийĕн сумне ӳстерес тĕлĕшпе малашне те тимлĕ пулăпăр», – тенĕ хушса вăл.

Халь ӗçлекен вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсассине тата çӗнетессине те пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Пуçламӑш классенче вӗренекен мӗнпур ачана тӳлевсӗр апатпа тивӗҫтермелли программа, ӑна пӗлтӗр пурнӑҫлама тытӑннӑ, апатланӑва йӗркелекен тытӑм ӗҫӗнче татса паман чылай ыйтӑва уҫӑмлатрӗ. Шкулсенче ачасене ҫитерекен апат пахалӑхне ӳстерес тата вӑл мӗнпур ӳсӗмри ачасемшӗн юрӑхлӑ пулассине тивӗҫтерес енӗпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттернĕ. Ҫавна май «ҫавра сӗтелсем» те, мастер-классем те йӗркеленӗ. Шкулсенче вӗри апат ҫитерессине йӗркелес енӗпе тытӑмлӑн пурнӑҫлакан ӗҫе малалла та пырать. Тата, паллах ӗнтӗ, кашни ачан тутлӑ тата йӳнӗ хакпа апатланма майсем пулмалла.

Нумай ачаллă ҫемйесене, сахал тупăшлисене патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу куҫать.  Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫламăшăнчен пуҫласа ку категорири ачасене тӳлевсĕр вĕри апатпа шкулсенче апатлантараҫҫĕ.  «Кун пек ĕҫе йĕркелесе пыма Раҫҫей Президенчĕ сĕнӳ панă.  Пирĕн регионта ҫакнашкал ĕҫе пĕлтĕртенпех ĕнтĕ пурнăҫа кĕртме пуҫланă.   Кĕҫĕн классенче вĕренекен ачасем апатланни пирки пĕрре мар палăртнă», – тесе хушса каланă Пуҫлăх.

Олег Николаев вĕрентекенсене пуҫаруллă пулнăшăн, хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнҫланăшăн, ырми-канми тăрăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен тӳрĕ ҫул ҫине тăма, хăйсене кирлĕ пек професси суйласа илме, тарăн пĕлӳ парас тесе тăрăшнине асăннă вăл.  Кăҫал Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ҫулталăкĕ тесе палăртнă. Ку енпе шăпах та, ачасем тата вĕсене вĕрентекенсем сахал мар тĕпчев ĕҫĕсем йĕркеленĕ, ҫынсене тивĕҫлĕ хыпарсемпе, тĕрлĕ мероприятисемпе паллаштарма витĕм кӳнĕ. Ҫак ĕҫе ҫӳллĕ шайра пурнăҫланăшшăн, республика Пуҫлăхĕ уйрăм тав сăмахĕсем каланă.    

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче, учительсен пĕлĕвне пысăка хурса хакланă, вĕсене пула, республикăри ачасем тĕрлĕ конкурссенче тупăшса, яланах пысăк ҫитĕнӳсемпе мала тухнине асăннă. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулнă олимпиадăсенче пĕрре мар пирĕн ентешсем хăйсен тавракурăмлăхĕ пысăккине ҫирĕплетсе панине палăртнă тепĕр хут министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. «Кăҫал Раҫҫей шайĕнче олимпиадăсене хутшăнакан чи ăста 10 регион шутне кĕнĕ пирĕн республика», - тесе хушса хунă вăл сăмаха.

2021 çулта ял çӗрӗнче тата пӗчӗк хуласенче вырнаçнӑ шкулсенче шкул ачисене çут çанталӑк пӗлӗвӗсемпе наука тата технологи ҫул-йӗрлӗ программӑсене вӗрентме «Ӳсӗм вырӑнӗн» центрĕсене уçнă. «Ҫамрӑк профессионалсем» регион проекчӗн пӗлтерӗшлӗ кӑтартӑвӗ 2021 çулта професси енӗпе маларах вӗрентсе хатӗрлекен центр туса хунă. Хальхи вӗренӳ стандарчӗсем, паллах, хальхи вӑхӑтри условисем йӗркелеме ыйтаҫҫӗ.

Ачасен пĕлĕвне тата та анлăрах сарас тесе, тĕрлĕ пысăк технологисем пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ республикăра, Кванториумсем, IT-кубсем хута каяҫҫĕ.  Вăл центрсенче цифра технологийĕсене тĕпе хурса, ҫитĕнекен ăру ăсталăха туптаса пыма вĕренсе пыраҫҫĕ.    Вăл учрежденисенче пысăк тавра курăмлă вĕрентекенсем тăрăшаҫҫĕ.  Чылай учитель хăйсен пĕлĕвне федераци стандартне тĕпе хурса, экзаменсем тытма килĕшнĕ, квалификацисене ӳстернĕ.  

Кĕскен: Чăваш Республикинче 20 пин ытла педагог вĕренӳ пайĕнче тăрăшать. 2020 ҫулта Раҫҫейри чи ăнăҫлă 300 шкул шутне Чăваш Ери Шупашкар хулинчи 2-мĕш,  3-мĕш лицей, 1-мĕш тата 5-мĕш гимнази кĕнĕ.  



06 октября 2021
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter