Кăвак çулăм ырлăхĕ çитнĕ

Кăçалтан Раççей Президенчĕ палăртнипе газ пăрăхĕсене кил-çурт патне çитересси тӳлевсĕр пулмалла. Ятарлă программăпа Чăваш Енре те кăвак çулăм ырлăхне туйса илекен кил-йышсен шучĕ ӳсет. Нумай пулмасть Çĕмĕрле тăрăхĕнче кăвак çулăм ялкăшса кайрĕ пулсассăн, çак кунсенче Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче пурăнакансем патне те савăнăç çитрĕ. Шомик ялĕнче çут çанталăк газĕ пулнă-ха. Анчах та çĕнĕ урамсенчи çуртсене кăвак çулăм çитеймен. Çак чăрмава татса пама малашне газпа тивĕçтерекен станци пулăшĕ. Савăнăçлă сăлтавпа саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитрĕ. Малашне хуçалăх таран газ пăрăхĕсене çитерсе параççĕ. Çитменнине – тӳлевсĕр. Çапла тума заявка çеç тăратмалла. Шомик тăрăхĕнче пурăнакансем те, малтанах газлă пулнисем, кăвак çулăмпа халь тивĕçтернĕ çĕнĕ урамри кил-çурт хуçисемшĕн хĕпĕртеççĕ. ГАЛИНА САЗОНОВА: «Питĕ савăнатпăр газ пурришĕн, вутă хутмастпăр халь, хатĕрлеместпĕр. Газпа усă куратпăр, ăшă пÿртре ăшăнса пурăнатпăр. Карчăксене мĕн кирлĕ пире, пенси карчăкĕсене? Пенси укçи пама ан чарăнччĕр те, ăшă пÿрт кирлĕ те, ачисем савăнтараччĕр». Телейлисен шутĕнче вара Сорокинсен çемйи. 2009-мĕш çултах вĕсем Шомик ялĕнче хăйсен йăвине çавăрнă. Анчах та кил-çуртне ăшăтма вара кăвак çулăм пулман. Газ балонĕ час пĕтет. Çуллахи вăхăтра вара пахча-çимĕç, çырла таврашне пĕçерме хатĕрленсен пушшех те. Çак чăрмав Сорокинсемшĕн тинех хыçа юлать. ВАЛЕРИЙ СОРОКИН: «Газĕ пирки калаçу час-часах пулнă, анчах çавăн пек хăвăрт пулса тухасса эпир шанман. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пăхатпăр та, пирĕн карта хыçĕнче тракторсем чава пуçланă. Уйăх-уйăх çурă хушшинче тенĕ пек. Электричествăпа пурăнаттăмăрччĕ, халь газ çине куçрăмăр». Халĕ Сорокинсен çемйинче яланах ăшă пулĕ. «Апачĕ вара тата та тутлăрах, техемлĕрех пиçсе тухĕ», – палăртрĕç вĕсене саламлама килнĕ хăнасем.



НТРК
06 октября 2021
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter