Малашлăха пăхса паянах ĕçлеççĕ
«Ăслă хула», «Пĕтĕм халăхсен технопаркĕ», «Экономика пĕлĕвĕ» – регион пурнăçне лайăхлатма пулăшкан ырă пуçарусене стретегиллĕ сессире сӳтсе яврĕç. Хальлĕхе вĕсем проектсем кăна-ха, ĕçсене пăхса тухнă хыçсăн чи пĕлтерĕшлисене ĕçе кĕртĕç. Туризм, экологи, вĕрентӳ, промышленноç, информаци технологийĕ – 10 ĕç ушкăнĕ иккĕмĕш кун ĕнтĕ хăйсем çырнă проекчĕсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев – республикăн социаллă-экономикăпа аталану çул-йĕрне ӳстермелле. Проектсене пурнăçа кĕртме Чăваш Енри хуласемпе ялсене агломерацие пĕрлештерĕç. – Эпир пĕр харăс тĕрлĕ сферăра, тĕрлĕ отрасльте мĕнле ĕçсем тумаллине пăхса тухса вĕсене пĕрлештерсе çитес вăхăтра тĕллевсне хамăр пурнăçа кĕртме пултарнине сӳтсе явса курма пултаратпăр. Çавăнпа та çакăн пек пĕрле пухса калаçни питĕ усăллă. Республикăна инвесторсене илĕртмелле çеç мар – çамрăксене те регионта ĕçлеме хăвармалли майсем тумалла. Ку ыйтăва уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Çак плана йĕркелесен пирĕн шухăшпа кашни районтах вăйлă çитĕнӳсене çирĕплетсе пырса экономикăна аталантарма шухăшсем пур. Вăл пире бюджет укçисене, çак направленисене аталантарма ытларах пулăшма пултарать». Сессире пăхса тухнă проектсенчен пĕри республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Специалистсем туристсем валли пăлхар кăшăлне йĕркелеме сĕнеççĕ. Проект авторĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри 30 объекта ĕçе кĕртсе кӳршĕ регионсене те явăçтарĕç.