Пархатарлă ĕç
Вĕрентекен ĕçĕ пархатарлă та сăваплă. Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавракурăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх анинче педагог тÿпи пысăк. Учительсем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Чăваш Енри мĕн пур вĕрентÿ çуртĕнче çак кунсенче педагогсене чыслаççĕ, паян тăрăшакансене çеç мар, чылай çул вăй хунă, тивĕçлĕ канури педагогсене те саламлаççĕ. Паян республикăра пĕтĕмĕшле вĕрентӳ тытăмĕнче 20 000 яхăн ĕçчен вăй хурать.
Пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтан юратакан вĕрентекенсем республикăра чылай. Ĕçне кура вара – хисепĕ. Республикăри 9 вĕрентекен Раççей çӳтĕç министерствин премине илме тивĕç пулнă. Вĕсенчен пĕри – Сĕнтĕрвăрринчи пĕрремĕш гимнази ĕçченĕ Алена Тимофеева. Çулсеренех аталанса, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума тăрăшать вăл. 20 çул ытла вăл шкулта вăй хурать. Историпе обществознани предмечĕсен вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе пĕтĕм вăй-халне парать вăл.
ТАТЬЯНА АФАНАСЬЕВА: «Ман шутпа, Алена Юрьевна, эпĕ пĕлекен чи лайăх вĕрентекен. Вăл вĕрентекен çеç мар, иккĕмĕш анне те, чăн-чăн юлташ та. Эпир унпа вĕренÿ çинчен çеç калаçмастпăр, хамăра кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явма пултаратпăр». Çамрăк вĕрентекенсем те хăйсĕн ĕçне тивĕçлĕ те яваплă пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ М. Кузнецов ячĕллĕ кадет лицейĕнче вăй хуракан çамрăк вĕрентекен Артем Максимов Раççей çутĕç министерствин хушма тĕрев укçине 200 000 тенке тивĕçнĕ. «Çар çыннисем, кăсăклă пулăмсем, халăх тата çĕршыв историйĕнчи паллă та пĕлтерĕшлĕ самантсем мана шкулта чухнех илĕртнĕ», – тесе палăртать çамрăк вĕрентекен. Паянхи кун вара хăй те çитĕнекен ăрăва историпе кăсăкланма, çĕнĕлĕхпе паллашма явăçтарать. Шкул ачисем Артем Владимирович ирттерекен уроксене тулли кăмăл-туйăмпа çÿреççĕ. Ĕçтешĕсем те çамрăк вĕрентекене хисеплеççĕ, унпа мухтанаççĕ.
ТАТЬЯНА ДАНИЛОВА: «Артем Владимирович хăйĕн ютуб-каналне ертсе пырать. Кунта 170 çын çырăннă. Каналта 30 урока яхăн. Пăхса тухсассăн, кашни урока 200 хутран кая мар пăхнă. Ку питĕ пархатарлă ĕç, мĕншĕн тесессĕн, тепĕр чух ачасем темăна ăнланман пулсассăн, сиктерсе хăварнă пулсан пушă вăхăтра кĕрсе пăхма пултараççĕ». Республикăри вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та савăнăçлă лару-тăрура саламларĕ. Хальхи вăхăтра учителĕн ачасене вĕрентнипе танах тĕрлĕ конкурспа олимпиадăна хутшăнма хатĕрлемелле. Залра пухăннисем çитĕнекен ăрăва паха пĕлӳ, пурнăç хаклăхĕсене вĕрентсе пынипе танах ачасен пултарулăхне туптаса пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ. Тĕрлĕ пултарулăх ăмăртăвĕнче малти вырăнсем йышăнаççĕ. – Эсир кашни кун пирĕн ачасене, çитĕнсе пыракан ăрăва тĕрлĕ енлĕ пĕлӳсĕр пуçне, паллах, вĕсене пурнăç çулĕпе мĕнле утмаллине те вĕрентсе пыратăр. 20-30 çул ытла шкулта вăй хураççĕ пулин те, чылайăшĕ хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне, профессири пĕрремĕш утăмсене астăваççĕ.
ЛУИЗА ШКОЛЬНИКОВА: «Хамăн пĕрремĕш вĕрентекене чи малтанах пĕрремĕш класа кайсанах юратса пăрахрăм. Вăл çăмрăках марччĕ ĕнтĕ, ăна ĕçлеме пирĕнпе çăмăл та пулман пуль. Анчах та эпĕ унăн ĕçне курса, унран тĕслĕх илсе хам малалла учитель пулма ĕмĕтлентĕм, шухăша çирĕплетрĕм». Хăйсен ĕçĕнче палăрнисене йăлана кĕнĕ тăрăх Хисеп хучĕсемпе тата кăмăллă парнесемпе хавхалантарчĕç. Черетлĕ уяв илемлĕ чечек çыххисемпе савăнтарнисĕр пуçне вĕрентекенсене пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе паллашма, малалла ăнтăлма, аталанма хистекен самант та пулса тăчĕ.