Сертификатпа кĕртеççĕ

Ку талăкра тата 99 çыннăн Ковид-19 пулнине шута илнĕ. Шел, çын пурнăçне те шеллемест кăшăллă вирус. 13 çурта хуйхă çитнĕ. Усал мур çаклатнă кашни 14-мĕш çын пурнăçран уйрăлать – кăтарту савăнтармасть. Çак Чăваш Енре сыхлăх йĕркине тата та хытăрах пăхăнмаллине пĕлтерет. Чир малалла ан сарăлтăр тесе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тивет. Апатлантармăш алăкĕ умĕнче маска тăхăннă пике тăрать. Аллинче – кĕсье телефонĕ. «Сывлăх сунатăп. Сыхлăх эмелне яртарнине ĕнентерекен сертификат е ПЦР-тест тунине кăтартакан справка кăтартсамăр», – апатланма пыракан кашни çынна çак сăмахсемпе кĕтсе илет вăл. Çакна илтсен нумайăшĕ çаврăнса тухса каяççĕ. СВЕТЛАНА ТРОФИМОВА: «Паянхи куна эпир тест режимĕпе QR-код туса пынипе нумай çынсем çаврăнса тухса каяççĕ. Мĕн япалине ăнлансах çитереймеççĕ. Эпĕ шутланă тăрăх, апат çиес пулать. Пĕрех килеççĕ. Вакцинаци тумалла. Çынсем ăна ăнланаççĕ. Çавăншăн тăватпăр». Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчен çак сăнав мелĕпе пулма чарăнать. Чăваш Енре халăха апатлантаракан 1037 пĕрлешӳ. Вĕсенче пуринче те QR-код е кăшăллă вируспа чирлĕ маррине кăтартакан справка ыйтма пуçлаççĕ. Çак çĕнĕлĕх апатлантармăшсене çеç мар, малашне халăха йăлари çăмăллăхпа тивĕçтерекен пур пĕрлешĕве те пырса тивĕ. Паллах, çынсемпе ĕçлекенсен хăйсен те сыхлăх эмелне яртарасси пирки манмалла мар. СВЕТЛАНА ТРОФИМОВА: «Сотрудниксем пурте вакцинироваться тунă. 94 процент. Рециркулятор та пур. Питĕ нумай çынсенчен килет, вĕсем вакцинироваться тăвасшăн мар. Пирĕн алăксем яланах уçă». Çак çĕнĕлĕхе икĕ енлĕ йышăнма пулать. Тарасан пĕр виçи çинче – тупăш чакни. Тепĕр виçере вара – çын пурнăçĕ. QR-код ыйтасси хăçанччен тăсăлассине вара кăшăллă вируспа чирлекенсен хисепĕ мĕнле шайра пулни татса парĕ.



НТРК
07 октября 2021
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter