Ҫамрӑк авторсем опытлӑ калем ӑстисемпе тӗл пулнӑ

Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулассине эпир унччен хыпарланӑччӗ.

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар-тӗлпулу «Современная чувашская литература: связь поколений» (чӑв. Хальхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа иртнӗ.

Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем чӑваш халӑх ҫыравҫисемпе тата поэчӗсемпе: Юрий Сементерпе, Анатолий Кипечпе, Светланой Асаматпа, Раиса Сарпипе — тӗл пулнӑ, вӗсен паха опычӗпе паллашнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем: Лидия Филиппова, Улькка Эльмен, Светлана Гордеева, Василий Кервен, Ара Мишши, Галина Кӗмӗл, Анатолий Хмыт, Иван Чураль; Александр Шпаннагель, Александр Сасакин, Елена Светлая, Мальвина Петрова, Инесса Шашкина тата ыттисем те — семинара хутшӑннӑ.



Чăваш халăх сайчĕ
11 октября 2021
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter