Чарусен çулĕ мар, хăрушсăрлăха тивĕçтермелли çул

Раççей Правительствин регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕ Чăваш Ене инфратытăм валли 3,7 милиард тенкĕлĕх кредит парассине ырланă. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтерчĕ.

Çавна май пурăнмалли çурт-йĕр, çулсем тумалли, территорисене аталантармалли анлă майсем уçăлаççĕ. Аса илтерни вырăнлă: бюджетран уйăракан инфратытăм кредитне Владимир Путин Президент пуçарнипе çулталăкри 3% виçепе 15 çул таран вăхăта параççĕ. Çак укçапа пурнăçлакан проектсем, Олег Николаев палăртнă тăрăх, регионăн уйрăм территорийĕсемпе отраслĕсене аталану енĕпе пысăк хăват пама тивĕç. Олег Алексеевич пухăннисене кредит илессипе, укçапа усă курассипе çыхăннă мĕн пур ĕçе тĕплĕ, яваплăха туйса пурнăçлама чĕнсе каларĕ.

Укçапах çыхăннă кăмăллă тепĕр тема — пирĕн икĕ ял тăрăхĕ Раççей шайĕнчи «Муниципалитетăн чи лайăх практики» конкурсăн 50 çĕнтерӳçин шутне кĕни. Вĕсем — Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка тата Канаш районĕнчи Сухайкасси ял тăрăхĕсем. Иккĕшĕ те 20-шер миллион тенкĕ преми илеççĕ. Олег Николаев çак укçа асăннă муниципалитетсемшĕн ялсен сăн-сăпатне çĕнетсе улăштармалли \çăл куç пулса тăрассине çирĕплетрĕ. Çийĕнчен вĕсен опычĕпе усă курмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ун шучĕпе, çак ял тăрăхĕсен практикине тиражласси пирки шухăшласа пăхмалла, вĕсен ăнăçлă опычĕ ыттисемшĕн те усăллă пулмалла.

Транспорт министрĕ Владимир Осипов çулсем тăвас, юхăннă автомобиль çулĕсене юсас ыйтупа сăмах илчĕ. Кăçал Çул-йĕр фончĕ 5,8 милиард тенкĕпе танлашать. Хальлĕхе 3,2 милиард тенкипе усă курнă — 56,7%. Чăн та, ку ĕçсен калăпăшĕ те çав шайра пулнипе пĕр килмест. Министр çивĕчлĕх пур объектсене асăнчĕ те — Граждан урамĕнче, авă, автомобиль çулĕн реконструкцийĕпе çыхăннă ĕçсене чылай ытларах пурнăçланă, анчах укçине туллин куçарман-ха. Сăлтавĕ — проектпа смета документацине улăштарма, ăна патшалăх экспертизи витĕр çĕнĕрен кăларма тивни. Çавăнпа ку объект «чи проблемăллисенчен» пĕри. Владимир Осипов подрядчик, «Дорисс» компани», унта кăçал 400 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама шантарнине палăртрĕ. Хальлĕхе 300 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă.

«Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» нацпроектпа килĕшӳллĕн пысăк ĕç пурнăçланать. Республикăра унпа килĕшӳллĕн тăвакан ĕç валли кăçал 2,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Касса енĕпе пурнăçланин виçи хальлĕхе 1,6 миллиард тенкĕ шайĕнче. Проектра палăртнине пурнăçлани Чăваш Енри çулсен нормативсене тивĕçтеркен пайне 48% çитермелле, Шупашкар агломерацийĕнче вара ку кăтарту 73% танлашмалла. Çулсене хăрушсăрлăх стандарчĕсемпе килĕшӳллĕ туни аварисенче çынсем вилесси 2017 çулхинчен 3,5 хут чакасси патне илсе çитермелле. Чăваш Енре çулсем çинче çын вилнĕ тĕслĕхсем çулталăкра 123-рен иртмелле мар. Владимир Осипов пĕлтерчĕ: кăçал республикăри çулсем çинче 85 çын пурнăçĕ татăлнă.

Çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçпе строительство министрĕ Павел Данилов паллаштарчĕ. Республикăра хваттер черетĕнче пĕтĕмпе 63 пин çемье. Патшалăх çамрăк çемьесене, ветерансене, тăлăх ачасене, авари пулма пултаракан çуртсенче пурăнакансене, ытти хăш-пĕр категорие çăмăллăхпа тивĕçтерет. Ипотека енĕпе те тĕрев пур. Сăмах май, кăçалхи сакăр уйăхра Чăваш Енре 13,4 пине яхăн çемье ипотека кредичĕ илнĕ, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 20,5% нумайрах. Бюджет шучĕпе пирвайхи взнос валли патшалăх укçа уйăрмалли çăмăллăх пур. Кăçал, Павел Владимирович каланă тăрăх, çак взноса 270 çемье илĕ. Пĕтĕмпе вара кăрлач-авăн уйăхĕсенче республика 507 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 137% шайĕнче.

Тунтикунсерен йĕркелекен пĕр планерка та халь коронавирус теминчен пăрăнса иртмест — ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Олег Николаев инфекципе çыхăннă лару-тăрăва «питĕ йывăр» тесе хакларĕ. Граждансем васкавлă медпулăшу службине ковид пирки шăнкăравлăнă тĕслĕхсем кăна талăкра 450 таранах пулаççĕ, унсăр пуçне ырана хăварма юраман ытти тĕслĕх те нумай — чĕре чирĕсемпе аптрани, инкексем… Çавăнпа сывлăх сыхлавĕ çине лекекен тиев калама çук пысăк. Апла тăк чару мерисем вырăнлă. Чăн та, Олег Алексеевич урăхларах каларĕ: «Эпир меропритисем йĕркелеме чармалли çулпа мар, вирус малалла сарăласран сыхланмалли хушма мерăсем йышăнса хăрушсăрлăха тивçĕтермелли çулпа утатпăр».

Тунтикунран граждансем социаллă пурнăçпа культура сферин, общество апатланăвĕн объекчĕсене кĕрес тĕлĕшпе хушма чарусем ĕçлеме тытăннă. Регион ертӳçи пусăм тусах палăртрĕ: «Кирек мĕнле мероприяти — QR-кодпа. Е вакцинациленнине çирĕплетекен сертификат, е çын чирлесе ирттернине тата антителăсен виçи пысăккине ĕнентерекен справка пулмалла». Çийĕнчен Олег Николаев пысăк мерпориятисем валли ПЦР-тест кăтартăвĕсем те кирлине çирĕплетрĕ: «Вакцинаци пире иммунизациллĕ пулма май парать, ПЦР-тест вара çын çак самантра инфекци носителĕ пулманнине çирĕплетет».

Коронавирусран сыхланмаллипе пĕрлех ытти пирки те манмалла мар. Олег Николаев асăрхаттарчĕ: «Республика пурнăçне тивĕçтермелли, предприятисене кал-кал ĕçлеттермелли, районсене аталантармалли тĕлевсене те никам та пăрахăçламан…»



Хыпар
11 октября 2021
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter