Чӑваш Республикин икӗ ял поселенийӗ пӗтӗм Раҫҫейри " Муниципалитетăн чи лайăх ĕҫ тĕслĕхĕ " конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне тивĕҫнĕ

 Раҫҫей Федерацин Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Марат Хуснуллин  видеоканашлу ирттернĕ, «Муниципалитетăн чи лайăх ĕҫ тĕслĕхĕ» ҫулсерен ирттерекен конкурс ҫĕнтерӳҫисене палăртнă.  Кăҫалхипе мероприятине Раҫҫейре пиллĕкĕмĕш хут йĕркеленĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 50 ҫĕнтерӳҫĕне палăртнă.  Икшер медале Раҫҫейри 10 регион харăсах илнĕ, палăртма кăмăллă, вăл шутра Чăваш Республики те.   

Чăваш Енри Ҫĕрпӳ районĕнчи   Михайловский ял поселенийĕ хисеплĕ пĕрремĕш вырăна ҫĕнсе илнĕ, «Муниципальная экономическая политика и управление муниципальными финансами» номинацире ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.  

Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Сухайкасси ял посленийĕ  «Обеспечение эффективной обратной связи с жителями муниципальных образований, развитие территориального общественного самоуправления и привлечение граждан к осуществлению (участию в осуществлении) местного самоуправления в иных формах» номминацире мала тухнă, икĕ категорипе ыттисемшĕн паха тĕслĕх пулса тăнă.  

Вĕсене преми парса тивĕҫтернин калăпăшĕ 20 млн танлашать.



11 октября 2021
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter