Çичĕ ылтăн
Республикăри апат-ҫимӗҫ фончӗн продукцине Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» конкурсра пысӑк хак пачĕç. Экологи тӗлӗшӗнчен таса та паха 7 тӗрлӗ кӗрпе ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗ. 7 тӗрлӗ кӗрпен 7 ылтӑн медаль. Пӗтӗм Раҫҫейри куравра тивӗҫнӗ хисеп предприятишӗн пысӑк ҫитӗнӳ. Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ ҫулсерен аталанать.
Паха тавара пурте кӑмӑллаҫҫӗ. Фонд садиксене, шкулсене тата ытти учреждение хăй кăларакан кĕрпесемпе, çавăн пекех республикăра туса илнĕ пахча çимĕçпе, аш-какайпа тивĕçтерет. Яваплӑха туйса ӗҫлесен ҫеҫ курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тума пулать. Предприяти кӗрпе тирпейлекен цеха юсаса ҫӗнетнӗ, 2 ҫӗнӗ лини уҫнӑ, кӑҫал кӗрпесене чӗркесе сутлӑха кӑларакан цех хута янӑ. Республикăн ял хуçалăх министерстви, апат-ҫимӗҫ фончӗ «Ылтăн кĕркуннере» «Уралхим» пӗрлешӳпе килĕшÿ алă пусрӗ. Туслӑ ӗҫлени ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗ.
ДМИТРИЙ КОТЕЛЬНИКОВ: «Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕпе тахçантанпах килĕштерсе ĕçлетпĕр. Пирĕн тĕллевсем те пĕр. Им-çам енĕпе малалла пĕрле аталанатпăр. Килĕшӳ çине алă пусни икĕ еншĕн те пĕлтерĕшлĕ». Чӑваш Ен делегацийӗ «Фосагро» пӗрлешӳпе ӗҫлӗ тӗл пулу ирттерчӗ. Малашнехи ӗҫ планне сӳтсе яврӗ. Республикӑри апат-çимĕç фончĕ аграрисене кĕрхи тата çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттермешкĕн кирлĕ минерал удобренийĕсемпе, сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтерет, çав шутрах – аванс мелĕпе те. Апат-ҫимӗҫ фончӗн ертӳҫи Александр Богданов каланӑ тӑрӑх, ҫуркунне фонд хуçалăхсене удобрени тӳлевсĕрех парать, кĕркунне вĕсенчен тырă илет. Минерал удобренийĕсен тӗсӗсене те пуянлатнă.
ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Предприяти халĕ те, кĕркуннехи вăхăтра, удобрени сутать. Вĕсемпе усă курни çĕр пахалăхне те, тухăç лайăх пулассине те ырă витĕм кӳрет»