Пухмачра — 71 медаль

Ял хуҫалӑхĕнчи чи курӑмлӑ ҫитӗнӳсемпе паллаштаракан "Ылтӑн кӗркунне-2021" курава çулсерен йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр, кăшăллă вирус алхасма пуçласан, ăна ирттермерĕç. Çавăнпах пулĕ, кăçал унта хутшăнакансем те нумайрах пулчĕç. Чăваш Енрен курава 19 пĕрлешӳ кайрĕ. Вĕсем хăйсем туса илекен тавара 76 номинацире хаклама тăратрĕç. Чăваш Ен пухмачне 71 медаль хутшăнчĕ. Курав пĕтĕмлетĕвĕпе паян влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче паллаштарчĕç. Хальхинче ку курава ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем çеç мар, муниципалитетсем те хутшăнчĕç. Чăваш Енре туса илекен апат-çимĕç паха та тутлă пулнине «Ылтăн кĕркунне» курав тепĕр хут кăтартса пачĕ. «Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç», «Ăратлă выльăх туса илмелли кăтартăва ӳстересси», «Чи лайăх ял хуçалăх кооперативĕ» тата ытти те – тӳресем республика таварне 76 номинацире хакларĕç. Республикăра техĕмлĕ те экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăларнине пухмача 71 медаль лекни те ĕнентерет, вĕсенчен 61-шĕ – ылтăн. Патăрьел тăрăхĕнчи Решит Санзяпов фермер тăван тăрăха нумай медельпе таврăннисен йышĕнче.

РЕШИТ САНЗЯПОВ: «Çак выставкăна эпир 2016-мĕш çултан хутшăнатпăр. Кăçал та икĕ направленипе хутшăнтăмăр. Сĕт продукцийĕ тата какай продукцийĕ. Çак конкурсра пирĕн коллектив 9 ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Çавăнпа та эпир питĕ савăнатпăр».

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Пирĕн предприятисем çакăнта хутшăнсан ку пирĕн продукци пахалăхлă пулнине кăтартать. Унта комисси вăйлă тĕрĕслет. Ку кайран ытти региона сутнă чухне те пулăшать. Сутма çăмăлтарах пулать». Раççей шайĕнчи анлă курав хăв туса илекен продукцие хаклама çеç мар, тĕрлĕ енлĕ семинар-канашлăва хутшăнма, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме, килĕшӳсем алă пусма май парать.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Тĕрлĕ совещани-конференцире хутшăнчĕç пирĕн предпряитисем. Малашне çĕнĕ программăсене аталантарассине тĕрлĕ лапамра сӳтсе яврăмăр. Çакăнта палăртса хăвармалла. Тепĕр çул çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çĕнĕ программа ĕçлеме пуçлать. Патшалăх пулăшăвĕ пулать. Пирĕн республикăра нумаях юлмарĕ пулсан та юхăннă çĕрсемпе çак программăпа усă курма пултаратпăр».



НТРК
12 октября 2021
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter