Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийĕн Шалти ĕҫсен министерствин медицина службине 100 ҫул тултарнă ятпа саламланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей  Федерацийĕн Шалти ĕҫсен министерствин  медицина службине 100 ҫул тултарнă ятпа саламланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министерствин ветеранĕсене, мĕнпур ĕҫченĕсене, медицина пайĕнче тăрăшакансене ведомствăн медицина службине 100 ҫул ҫитнине  палăртса ăшăн саламланă.  

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче асăннă тытăмăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă,  сывлăха упрас ĕҫре  пĕлтерĕшлĕ витĕм кӳнине палăртнă.  

«Паянхи пурнăҫ таппине пысăк технологи витĕмлĕхĕ куҫ кĕретех.  Профилактика мелĕсем те кулленех улшăнса вăй илсе пыраҫҫĕ.  Медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ ӳссе пырать.  Ҫынсене сыватас тĕлĕшпе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пĕлӳсене вĕренсе пымалла, вĕсемпе тĕрĕс усă курса, чир-чĕртен сыхласа хăварма тăрăшмалла», – тенĕ Олег Николаев.

«Ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пырасси пĕтĕмпех сирĕнтен килет. Эсир хăвăра шанса панă ĕҫе тĕрĕс йĕркелесе пыма пĕлетĕр.  Кирлĕ пек компетенцисене вăй илтерсе пыма пикенетĕр, эпир те сирĕнпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме кулленех хатĕр», –  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Мероприятинче яланхиллех ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, Чăваш Республикин шалти ĕҫсен пайĕнче тăрăшакан тивĕҫлĕ медицина ĕҫченĕсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

 

 



13 октября 2021
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter