Петр Егоров ячĕпе – курав

Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче Петр Егоров архитектор çуралнăранпа 290 çул çитнине халалласа «Сăр çинчи хĕвел» экспозици хатĕрленĕ.

Çулла çеç паллă архитектора халалласа унăн тăван çĕрĕ çинче — Етĕрне районĕнче — пленэр иртнĕччĕ. Форум Чăваш Енре çуралса ӳснĕ Питĕр, Мускав, Шупашкар ăстисене пĕрлештернĕ. Çавăн пекех Санкт-Петербургри И.Е. Репин ячĕллĕ ӳнер академийĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн студенчĕсем тата Шупашкарти ӳнер училищин выпускникĕсем хутшăннă.

Куравра вырăн тупнă ĕçсем Брындинсен типографийĕнче хатĕрленĕ каталога кĕнĕ. «Сăр çинчи хĕвел» экспозици чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен ĕçлет.



Хыпар
13 октября 2021
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter