Шупашкарта ПК сессийĕ иртрĕ

Кредит бюджетне республикăра 2029 çулччен тĕпрен улăштарĕç. Чăваш Ен Парламенчĕ кивçен илессипе çыхăннă хушма килĕшĕве çирĕплетрĕ. Çакăнпа пĕрлех Патшалăх Канашĕн иккĕмĕш сессийĕнче инвестицие пулăшу парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртрĕç. Патшалăх Канашĕн комитечĕсене йĕркеленĕ, депутатсем ĕçе хатĕр. Тухăçлă вăй хума Ковид та чăрмантараймĕ. Парламентарисем прививка тутарнă, QR-кодсем пур.

ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: "Инфраструктурăна кĕртетпĕр. Пирĕн муниципалитетсене çак кредит питĕ кирлĕ. Çулталăк пуçланиччен 500 млн тата 200 млн илеççĕ». Депутатсем инвестицие пулăшу парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнине ырларĕç. Инвестици политикипе ĕçлекен канаш субсидипе тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухĕ. Производствăна тĕпрен юсама тата тĕрлĕ хатĕр туянса вырнаçтарма кайнă тăкака саплаштарма пулĕ. «Эпир хăйсен ĕçне пуçарса янă çынсене тĕрев парас шухăшлă. Инфляци тата ытти синкерлĕ пулăмсенчен пирĕн вĕсене хÿтĕлемеллех. Хÿтĕлев виçине услам хăй палăртать», - пĕлтерчĕ Патшалăх Канашĕн экономика политики, бюджет, финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет ертÿçи Виктор Горбунов. Депутатсем çирĕплетнĕ килĕшÿ патшалăх парăмĕпе татăлас вăхăта тăсассипе çыхăннă. Çапла вара васкавлă парăмран хăтăлса юлнă укçана ытти çĕре хывма пулать. Сăмах сахалтан та пĕр миллиард та 300 миллион тенкĕ пирки пырать.

МИХАИЛ НОЗДРЯКОВ: "Эпир ку укçапа инфраструктурăна çĕнететпĕр. Тĕрлĕ проект пурнăçлама яратпăр. Вĕсен шутĕнче - çурт-йĕр хăпартмалли блоксем тăвакан завод, Шупашкарти аш-какай комбиначĕ, технопарк, микрорайонсене юсаса çĕнетме те каять вăл". Депутатсем тÿлевсĕр юридици пулăшăвне тивĕççисен списокне те анлăлатрĕç. Унта «вăрçă ачисем», Совет Союзĕн тата Раççейĕн хисеплĕ донорĕсем, Чернобыльти аварие пĕтерме хутшăнса тата ытти синкерлĕ пулăмсенче радиаци илнисем кĕреççĕ.



НТРК
15 октября 2021
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter