Шупашкарта студентсен отрячӗсен слечӗ уçӑлчӗ

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи студентсен отрячĕсен XI слечĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Мероприятие ЧР Пуçлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑнчӗ. Вӑл 14 регионтан килсе çитнӗ çамрӑксене саламланӑ май такӑнсан та тӗллевсем патне малалла талпӑнма вӑй-хӑват сунчӗ. Республика ертӳлӗхӗ пуçаруллӑ çамрӑксене пулӑшма тата хавхалантарма яланах хатӗррине пӗлтерчӗ.

РФ Президенчӗн федерацин Атӑлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн пулӑшуçи Владимир Колчин залра пухӑннисене Игорь Комаровӑн салам сӑмахне вуласа пачӗ. Чи пултаруллисене Тав çырӑвӗпе чысларӗ.

"Раççeйри студентсен отрячӗсен" общество организацийӗн тӗп штабӗн ертӳçин тивӗçӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑçлакан Мария Корнилова ҫӗршывра коронавирус пандемийӗ тӗрлӗ чӑрмавсем кӑларса тӑратнӑ пулин те студентсен отрячӗсем хастар ӗçленине палӑртрӗ. Малашне те юхӑм аталанса пырасса шаннине пӗлтерчӗ.



Хыпар
15 октября 2021
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter