Театра — çемьепе

Чăваш Республикин «Çамрăк çемьесен клубĕ» кăçалхи çулла йĕркеленнĕ. Паян хастарсем Чăваш патшалăх пукане театрĕнче тĕл пулчĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç, артистсен ĕçĕпе паллашрĕç.

— Республикăра театр юхăмĕ пулсан аванччĕ. Малтанах унпа ашшĕ-амăшне кăсăклантармалла. Ача-пăча пултарулăх çурчĕсенче, библиотекăсенче, шкулсенче историре палăрнă пулăма халалланă спектакльсем лартма пуçласса шанатăп. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăх çулталăкĕ халăх шухăша яракан, пăшăрхантаракан спектакльсене кĕтни палăрчĕ, — терĕ Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева. Çамрăк çемьесен клубĕн фестивалĕ пирвайхи хут иртрĕ. Пукане театрне пухăннисем кăмăллă пулчĕç.

— Куракан сăнара кам тата мĕнлерех хатĕрленине пĕлмест. Паян кулиса хыçĕнче пулса курнăшăн савăнтăм, — терĕ фестивале çитнĕ Татьяна.

Пухăннисем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă премьерăпа паллашрĕç. «Хранители» спектакле Денис Андронов çамрăк режиссер сцена çине кăларнă.

— Стимпанк юхăмĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕскере аслă классенче вĕренекенсемпе студентсем кăмăлласах йышĕнĕç. Ашшĕ-амăшне те ĕçпе паллашни пăсмасть, — терĕç пухăннисем. Грант пулăшăвĕпе сцена çине кăларнă спектакле районсенчи культура керменĕсенче те лартасшăн. Хальлĕхе труппа ăçта çитмеллине палăртать.



Хыпар
16 октября 2021
18:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter