2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен бюджетне кӗрекен каялла тавăрса памалли мар укҫан калăпăшĕ 2019 ҫулхипе танлаштарсан 1,5 хут ӳсме пултарать

2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен бюджетне кӗрекен  каялла тавăрса памалли мар  укҫан калăпăшĕ 2019 ҫулхипе танлаштарсан 1,5 хут ӳсме пултарать

 Паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем республикăн кăҫалхи ҫулăн тăхăр уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, республика бюджетне 2021ҫулта 9 уйăхра епле пурнăҫлани пирки сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин хыснине федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа виҫи 49,1 процента яхăн хăпарнă,  2019 ҫулхипе пăхас пулсан, 1,5 хут ӳснĕ.  2021 ҫулăн юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăтарту 27 млрд танлашнă.  Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе илес пулсан, 5,5 процент хăпарнине пĕлтернĕ  Чăваш Республикин Финанс министерстви.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев асăннă тапхăр ĕҫ кăтартăвĕсене анлăрах тишкерме май панине, ҫулталăка епле вĕҫлеме пултарассине, пуласлăхри мероприятисене плана кĕртме, республика бюджетне мĕнле пурнăҫланине пĕтĕмлетме витĕм кӳнине асăннă.   Сăмах май, плана кĕртнĕ мероприятисене пурнăҫа кĕртессипе ĕҫе хăвăртлатма сĕннĕ.  Тепре чухне, строительство материалĕсен хакĕсем самай ӳсни сисĕнет, вĕсене шута илсе хушма тĕрев памалли ĕҫ хучĕсене те вăхăтра пурнăҫласа пымаллине чĕнсе каланă.  Ҫулталăк вĕҫне чылай мероприяти хăварма юрамасть, харăсах вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма хĕн тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Правительство ҫуртĕнче иртнĕ планеркăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 9 уйăх хушшинче  58,2 млрд танлашнине каланă. Паллă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 9,1 процент пысăк пулни куҫ кĕретех.  Республикăн харпăр хăй тупăшĕ те ӳснĕ, 13, 1 процента ҫити хăпарнă, налуксенчен пухăнакан тупăшăн виҫи 10,8 процент нумайланнă. Налуксем пухассипе кăтартусем питĕ аван, пур енĕпе те динамика ӳсни курăнать.  

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ кăҫал 9 уйăх хушшинче 9,9 процента ҫити хăпарнă, 54,5 млрд танлашать.  Социаллă культура пайне чылай укҫа-тенкĕ куҫарнă, кăтарту 7,7 процента ҫити ӳснĕ, 39,7 млрд танлашать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков  республика бюджетне пурнăҫлассипе аван ĕҫленине асăннă, кăтарту пĕлтĕрхи  ҫак тапхăртинчен самай лайăххине каланă.    

Наци проекчĕсемпе ĕҫлесси аван пулса пырать. Кăҫал 9 уйăх хушшинче 6,5 млрд тенкĕ куҫарнă, планпа пăхса хăваринчен кăтарту 53,4 процентпа танлашать.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмне пăхас пулсан, иртнĕ кварталта питĕ пысăк улшăнусем ҫукпа пĕрех.   Кун пирки хыпара пĕрремĕш вице-премьер пĕлтернĕ.

Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов тарăн доклад туса панă.   Строительствăра, ҫурт-йĕр хута ярассинче, суту-илӳре кăтартусем пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен чылай лайăхрах тесе хыпарланă. Халăха ĕҫпе тивĕҫтересси те курăмлă пулса пырать тенĕ вăл.   Кăҫал 9 уйăх хушшинче республикăн экономика аталанăвне инвестици хывас ĕҫ пысăк тĕрев панине палăртнă.  Потребительсен рынокĕнче те лару-тăру уйрăмах аван тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Малтанласа палăртса хунă тăрăх, 2021 ҫулта инвестицийĕн калăпăшĕ 56 млрд яхăн тенĕ вăл.  



18 октября 2021
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter