Чӑваш Ен трактор техникине Таджикистана  тăратма хатĕр

Чӑваш Ен трактор техникине Таджикистана  тăратма хатĕр

  Чăваш Ен Таджигистана тракторсем ăсатма хатĕр.  Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Таджикистан Республикин  Раҫҫей Федерацийĕнчи Посолĕпе Давлатшох Гулмахмадзодапа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра пĕлтернĕ.  

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен Таджикистана пылак апат-ҫимĕҫпе, промышленноҫ таварĕсемпе, электротехника хатĕрĕсемпе тивĕҫтерет.   

«Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Ен предприятийĕсенче  тĕрлĕ трактор техникисене тирпейлесе кăлараҫҫĕ.  Ҫитес тапхăрта эпир  СПИК 2.0 формата тĕпе хурса, инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртме хатĕрленетпĕр.  Енчен те палăртса хунисем туллин пурнăҫа кĕрсен, пĕчĕк тата вăтам калăпăшлă тракторсем те калăпланса тухасси куҫ кĕретех пулĕ. Пирĕн предприятисенче тăрăшакансен пысăк паха ĕҫ опычĕ пуррине пĕрре мар пофессионалсем ҫирĕплетнĕ.  Вĕсем тăтăшах тĕпчев ĕҫĕсем те йĕркелесе иртереҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Уҫă калаҫу калаҫу вăхăтĕнче икĕ ен пĕр-пĕриншĕн усăллă ҫул-йĕрсем пирки те тарăн сӳтсе явнă.  Калăпăр, энерги ҫăлкуҫĕсене ҫĕнетессипе Таджигистан ыттисемшĕн тĕслĕхре. Апла пулсан, пирĕн республикăпа вĕсем электротехника кластерĕ енĕпе пĕр-пĕринпе килĕшсе, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма та пултарайраҫҫĕ.  Пĕр пухăннă пек чухне, ял хуҫалăх пайĕпе ҫыхăннă ыйтусене те тишкернĕ.  Паха вăрлăхсем тирпейлесе кăларасси, «Фирма «Август» АО тачă ҫыхăнса ĕҫлесси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Ӳсен-тăрана хӳтĕлеме паракан им-ҫамсем яланах пĕлтерĕшлĕ, тухăҫ епле пухасси вĕсенчен шăпах та нумай килет тенĕ вĕсем.

Хăнасем туризм ыйтăвĕ ҫине тимлĕх уйăрнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ медицина енĕпе пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем йĕркелеме пулассине шанса каланă. Пирĕн регионта медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ ыттисемшĕн тĕслĕхрине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Чăваш Енре медицинăри икĕ ҫул-йĕре питĕ хăватлă теме май пур. Вĕсенчен пĕри – ортопеди, тепри  эндопротезировани.  Вĕсен пулăшăвĕсене халăх тăтăшах илет.  Ҫитес вăхăтсенче ортопеди центрĕнче хушма уйрăм уҫма палăртаҫҫĕ. Спортсменсене валли тĕрлĕ пулăшусем илме условисем йĕркеленĕҫ.  Ку ен те сирĕншĕн кăсăклă пуласса ĕненетпĕр»,  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Давлатшох  Гулмахмадзода Чăваш Ене пахча ҫимĕҫ таварĕсене типĕтсе, ытти улма-ҫырласене те тăратма май пуррине хыпарланă.  Ятарлă центр йĕркелеме те пултарассине асăннă сумлă хăна.  Сăмах май, Чăваш Ен предпринимателĕсене Таджикистанри пушă выртакан экономика зонисем ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.  Палăртнă ыйтупа уҫă калаҫу ятарласа ирттерме сĕннĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Ыйту пĕр-пĕриншĕн пĕлтерĕшлĕ пуласса шанса каланă Посол.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Посол сăмахĕпе килĕшнĕ, предпринимательсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттерме витĕм кӳрессе  палăртнă.  Олег Николаев паян сӳтсе явнă ыйтусемпе ятарлă предложенисем хатĕрлеме хушнă, аталану ҫул-йĕрĕсен тĕп пайĕсемпе икĕ ен хушшинчи килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме сĕнӳ тăратнă.



18 октября 2021
18:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter