Чӑваш Енре ялсене аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрасси 2019 ҫулхипе танлаштарсан икӗ хут ӳсрӗ

Чӑваш Енре ялсене аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрасси 2019 ҫулхипе танлаштарсан икӗ хут ӳсрӗ

 Ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырасси, ял территорийĕсенчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне ӳстересси – республикăри  тĕп ыйтусем, кун пирки палăртсах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Укҫа-тенкĕ тăкакланине кура, ӳсĕм  те ҫук мар.  2021 ҫулта Чăваш Енри ялсене аталантарма, мĕнпур программăсене тĕпе хурса пĕтĕмпе 5 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Кăтартăва 2019 ҫулхипе пăхас пулсан, икĕ хут та нумайрах.  Укҫа-тенкĕ ҫулсем сарма, социаллă сферăна, инфратытăма вăйлатма куҫать.     

«Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарас» патшалăх программипе килĕшӳллĕн, кăҫал 970 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсемпе пурĕ 100 яхăн проекта пурнăҫа кĕртнĕ.  Ҫулталăк вĕҫлениччен тата та планра пăхса хăварнă ĕҫсем пур: 183 ҫухрăм автомашина ҫулĕсене сарса пĕтермелле, халăхăн пуҫаруллă 929 проектне пурнăҫламалла, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе 16 проекта ĕҫлеттерсе ямалла, ҫичĕ проекта ялсен территорийĕсене комплекслă вăй илтерме пурнăҫа кĕртмелле. Проектпа смета ĕҫ хучĕсене хатĕрлессипе те ĕҫсем планра пур. Ҫăмăллăх ипотекипе ялти ҫынсене, 600 ытла ҫемьене тивĕҫтермелле. Ял ипотеки ҫурт-йĕрсем хута яма пулăшĕ.   

Проектсем пирки сăмах пуҫарнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ĕҫ хучĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулмаллине асăрхаттарнă.  Пур хăш-пĕр районсемпе хуласем, ăҫта объектсене ҫулталăк вĕҫлениччен пурнăҫа кĕртейменни пулма пултарас хăрушлăх пысăк.  

«Енчен те палăртса хунă ĕҫсене вăхăтра пурнăҫлаймаҫҫĕ пулсан, маларахри тапхăртах укҫа-тенкĕне ытти ĕҫсене пурнăҫлама уйăрмалаччĕ», – тенĕ вăл.  «Пирĕн енчен тĕрĕслев пур. Плансене те тишкеретпĕр.  Пур-пĕрех вырăнти территорисенче епле ĕҫлесе пынинчен нумай килет.  Енчен те пĕлтерĕшлĕ проекта йышăнсан, вăл пурнăҫа кĕресси те часах», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Регион Пуҫлăхĕ районпа хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсене тăтăшах халăхпа тĕл пулса калаҫма хушать, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма сĕнет, сăлтавĕсене вăхăтрах уҫăмлатма калать.  Риск пур проектсене часах тĕрĕслеве илмелле, ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшмалла, мĕнпур ĕҫе ҫирĕп йĕркесене пăхăнса пурнăҫламалла тет сăмаха ҫавăрса.  



18 октября 2021
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter