«Эсир тата сирĕнпе пĕрле эпир те пĕр шухăшлисем пуласлӑха тума витĕм кӳретпĕр», – тенĕ Олег Николаев

«Эсир тата сирĕнпе пĕрле эпир те пĕр шухăшлисем пуласлӑха тума витĕм кӳретпĕр», – тенĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Pro skills» Атăлҫи федераци округĕнчи студентсен отрячĕсен XI-мĕш Слетне хутшăнакансене саламланă. Паллă мероприяти ку хутĕнче Чăваш Республикинче иртнĕ.

Тăватă кун хушши пыракан Слета регионсенчи студентсен юхăмĕнче тăрăшакан 350 яш-кĕрĕм хутшăннă.  Пурĕ мероприятине РФ 14 регионĕнчен хастарсем килсе ҫитнĕ.

«Студотрядсен ҫĕнĕ юхăмне 20 ҫул.  Эсир пуҫаруллă та хастар ҫынсем. Кулленех ырри патне ăнтăлатăр, ҫĕннине тупса ăна пурнăҫа кĕртессишĕн пикенетĕр.  Шăпах та, ĕнтĕ ҫапла туса пыни, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан обществăна йĕркелесе пыма витĕм кӳрет.  Эсир пуласлăха та  лайăхрах тума пулăшатăр», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.   Республика ертӳлӗхӗ пуçаруллӑ çамрӑксене пулӑшма тата хавхалантарма яланах хатӗррине пӗлтернĕ. 

Паллă кун ҫамрăксене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн  федерацин Атӑлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров та саламланă.  Ҫак ҫĕнĕ юхăм, Раҫҫейри чи анлă сарăлнисенчен пĕри тесе палăртнă хăйĕн салам йĕркисенче.  Ҫамрăксен политикине йĕркелесе пырас ĕҫре уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе асăннă вăл саламра.

«Атăлҫи федераци округĕнчи студентсен отрячĕсем ҫамрăксемпе ĕҫлесе пырассинче витĕм кӳреҫҫĕ.  Чăн-чăн пурнăҫ шкулĕ тесен те йăнăш мар пулĕ.  Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул-йĕр  шыраса тупма та сахал мар пулăшать.  

Чăваш ҫĕрĕ ҫине чи ăста та пултаруллă студентсен отрячĕсем пуҫтарăннă.  Сирĕн хăвăрăн ҫитĕнĕвĕрсемпе паллаштарма пĕлмелле, тарават пулнине те кăтартса памалла.  Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашасса шанатпăр, вĕсене ӳлĕмрен пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫине тăрсах ĕҫлессине ĕненетпĕр.  Ҫывăх тусăрсене тупма та меллĕ, ҫĕнĕ юлташсем ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хал кӳрессе шанатпăр», – тесе  ҫапларах ҫырнă Игорь Комаровăн ҫырăвĕнче.

Атăлҫи федераци округĕнчи студотрядсен Слĕчĕ Чăваш Республикинче Президент гранчĕсен  Фончĕ витĕм кӳнипе йĕркеленнĕ.  2020 ҫулта Чăваш Енри регионти уйрăмĕн ҫамрăксен организацийĕ Президент грантне ҫĕнсе илнĕ, 2,8 млн тенкĕ тивĕҫнĕ.  

"Раççeйри студентсен отрячӗсен" общество организацийӗн тӗп штабӗн ертӳçин тивӗçӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑçлакан Мария Корнилова ҫӗршывра коронавирус пандемийӗ тӗрлӗ чӑрмавсем кӑларса тӑратнӑ пулин те студентсен отрячӗсем хастар ӗçленине палӑртнă. Малашне те юхӑм аталанса пырасса шаннине пӗлтернӗ.

Палăртса хăваратпăр, ҫамрăксен обществăлла организацийĕ республикăри чи пысăккисенчен пĕри тетпĕр.  Ăна  йĕркелесе янăранпа кăҫал 20 ҫул ҫитрĕ. Пурĕ 55 пин ытла яшсемпе хĕрсем унта тăрăшаҫҫĕ.  Паянхи куна илес пулсан пĕтĕмпе 24 штаб йĕркеленĕ. Вĕсем хăйсен ĕҫĕсене обществăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăха туптаса вăй илтерсе пыма тăрăшаҫҫĕ.   Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – педагогика тата сервис отрячĕсем.  Унта вăй хуракансем Чăваш Республикине чи пысăк ĕҫ проекчĕсенче кăтартса пама витĕм кӳреҫҫĕ.



18 октября 2021
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter