Канаш хулинчи коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса тирпейлес вырăна рекультивацилес ĕҫе Олег Николаев тӗрӗслеве илнӗ

Кӑҫалхи  раштав уйăхĕн 20-мӗшӗччен пӗтӗм ӗҫе вӗҫлеме тата объекта  хута яма хушнӑ. Ӗҫ мӗнле пынине видео асӑрхав камерисем сӑнаса тӑрӗҫ.

Республика Пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн "ВАД-ПРОМСТРОЙ" ТМЯО подрядчикӗ, "Проектор" НПО проект организацийӗ, стройконтроль тата автор надзорӗн представителӗсем, ҫавӑн пекех Канаш администрацийӗ "ҫул карттине"пурнӑҫлассине тивӗҫтерӗ. Сӑмахран, 2021 ҫулхи  чӳк уйăхĕн 4-мӗшӗччен террикона йӗркелес ӗҫе вӗҫлӗҫ, геоматсемпе геотексильсем йӗркелӗҫ те курӑксене акса хăварĕҫ.

Контракт тӑрӑх (56 307,76 пин тенкӗ чухлӗ, вӗсенчен 55 744,68 пин тенкӗ – федераци бюджечӗн укҫи-тенки) хула администрацийӗпе "ВАД-ПРОМСТРОЙ" ТМЯО хушшинчи ӗҫсене 2021 ҫулхи чӳк уйăхĕн 2-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

Тавралӑха сиен кӳрекен Канашри свалка лаптӑкӗ 8,5 га шутланать. Усал каяшсен калӑпӑшӗ 434 пин куб/м шутланать, хушма геодези тӗпчевӗсене шута илсе – 474 пин куб/м - халӑхӑн япӑх витӗм кӳреслӗхне ҫирӗплетекен йышӗ 47,57 пин ҫын шутланать.

Раҫҫей Правительствин Вице-премьерӗ Виктория Абрамченко 2021 ҫулхи юпа уйăхĕн  14-мӗшӗнче федераци "Таса ҫӗршыв" нацпроекчӗн "Экологи"проекчӗн мероприятийӗсене пурнӑҫлас енӗпе регионсен представителӗсемпе штаб ирттернӗ. Проект тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫламаннине ҫӗршыври чылай регионта, ҫав шутра Чӑваш Республикинче те, палӑртнӑ. Федераци субъекчӗсене Вице-премьер вӗсене пӗтерес енӗпе кирлӗ мерӑсем йышӑнма хушнă.



18 октября 2021
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter