Укçа çитменни чăрмантарать

Çак тапхăрта стройматериалсем хакланнине кура тăкаксем пысăкланнине çирĕплетесси пысăк пĕлтерĕшĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунхи канашлура каланă. Вăл хăй те çак ĕçрен ютшăнмĕ — служба командировкисене кайма, çак ыйтусене Раççей вице-премьерĕпе Марат Хуснуллинпа, федераци министрĕсемпе курнăçса сӳтсе явма хатĕррине палăртрĕ. Олег Алексеевич шучĕпе, федераци укçипе тăвакан объектсем хакланнине Мускав укçипех саплаштармалла.

Палăртнă ĕçсене пурнăçламашкăн укçа çитменнипе çыхăннă калаçу çакăнпа та вĕçленмерĕ — ăна ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов малалла тăсрĕ. Вăл ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программа мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Паян ял тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки куçкĕрет. Кăçал ялсен аталанăвĕ валли мĕн пур программăпа уйăракан укçа виçи 5 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Виçĕм çул çак виçе пĕтĕмпе те 2,6 миллиард тенкĕ кăна пулнă, пĕлтĕр те кăçалхине çитеймен — 4,6 миллиард.

Анчах çулталăк вĕçленсе пынă май чылай районта пурнăçлама палăртнă хăш-пĕр проект тӳрре тухасси иккĕленӳллĕ иккен. Министр çакăн сăлтавĕсене уççăн палăртрĕ. Чи малтанах — вырăнти бюджетсенче укçа çителĕксĕрри, халăхран та ăна кирлĕ чухлĕ пуçтараймаççĕ. Çийĕнчен строительство организацийĕсем стройматериалсем хакланса кайнине кура проектсене пурнăçламашкăн кӳлĕнме килĕшмеççĕ икен — хăйсемшĕн тăкаклă пулса тухасран асăрханаççĕ. Сергей Геннадьевич шучĕпе, районсем хăйсен вăйне шанмаççĕ пулсан вĕсен проектсене пурнăçлассине пăрахăçламалла.

Олег Николаев çавнашкал проектсем пур районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене итлес терĕ. Сĕнтĕрвăрринче икĕ çĕрте тротуарсем тумалли юлнă — ыйтусене татса параççĕ. Шупашкар тата Етĕрне районĕсен ертӳлĕхĕн вара пит хĕретме тиврĕ. Сăлтавсăр мар. Етĕрнесем кăçал пилĕк теçеткене яхăн проекта пурнăçлама палăртнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕпе ĕçлессине пăрахăçлама тивет-мĕн. Республика Пуçлăхне çакă, паллах, килĕшмерĕ. Шупашкар районĕнче, авă, пĕр проект ăна уйрăм çыннăн çĕр лаптăкĕнче тума планланине пула пурнăçланмасть — хуçипе калаçса татăлма май килмен-мĕн. «Унпа мĕншĕн маларахах, объекта планланă чухне, калаçса çураçман? — тĕлĕнчĕ Олег Алексеевич. — Çĕр лаптăкне пама килĕшменнине малтанах пĕлнĕ тĕк — çак укçана ытти проект валли яма пулатчĕ…»



Хыпар
18 октября 2021
18:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter