Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев анлӑ правительство форматӗнче Патшалӑх Канашӗн президиумӗпе тӗл пулнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев анлӑ правительство форматӗнче Патшалӑх Канашӗн президиумӗпе тӗл пулнă

Ҫитес  ҫул валли пăхса хăварнă республика бюджетне кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки калакан саккун проектне тарăн сӳтсе явнă  ĕҫлĕ калаҫу вăхăтĕнче.   Ҫитес виҫĕ ҫуллăх йышăннă бюджет проекчĕ те кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр сессине ирттерме сĕнӳ тăратнă.  Ларăва юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче  палăртма, республика бюджетне кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки саккун проектне пăхса тухма каланă.  Палăртса хăваратпăр, ĕҫ хутне  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче тишкернĕ, ырласа хăварнă.

Сăмах май, Олег Николаев бюджет енчен куҫакан укҫа-тенкĕ чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕллевлĕн куҫса пĕтмеллине асăннă.  Енчен те ҫакăн пек ĕҫе йĕркелесе пырсан, палăртса хунă мĕнпур мероприятисене туллин пурнăҫа кĕртсе пыма пуласса шанса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Кунсăр пуҫне, юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ пулать.  2022-2024-мĕш ҫулсем валли планпа пăхса хăварнă республика бюджетне тишкерĕҫ. «Ку ĕҫре сире пурсăра та активлă пулма чĕнсе калатăп.  Саккун проектне кашни комитетăн ларăвĕнче тĕплĕн тишкерме ыйтатăп.  Халăхăн сĕнĕвĕсене те тĕпе хумалла, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн кирлĕ пек ĕҫсем йĕркелеме тăрăшмалла. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси – тĕп приоритетсенчен пĕри», – тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     

 



19 октября 2021
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter