"Чӑвашкино" наци бренчӗ сыхланса юлӗ, ҫĕнĕ ресурссемпе вӑй илӗ

"Чӑвашкино" наци бренчӗ сыхланса юлӗ,  ҫĕнĕ  ресурссемпе вӑй илӗ

 Наци киноискусствине, «Чăвашкино» наци брендне упраса хăвармалла.  Ăна ҫĕнĕлле аталантарма витĕм кӳмелли пирки калаҫнă уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ паянхи тĕлпулура .  Ĕҫлĕ тĕлпулăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа пĕрле Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тата Чăваш Республикин цифра политикин министрĕ Кристина Майнина хутшăннă.   

«Пирĕн ĕҫе ҫапла йĕркелемелле – тухăҫлăха малти вырăна кăлармалла.  Чăваш киновĕсене аталантарса пымалла, ăна вăркăш ҫил кĕртмелле.  Паянхи куна илес пулсан, предприяти пур, анчах та унăн ячĕ кăна, чăвашла кино ҫукпа пĕрех. «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ ҫинче сахал мар пурлăх шутланса тăрать.  Пур-пĕрех вĕсемпе кирлĕ пек усă курманни сисĕнет.  Чи кирли вара – вĕсен аталану ҫул-йĕрĕн планĕ те ҫук. Бюджет организацине тытни кăлăхах, енчен те халăх валли вĕсем кăсăклă материалсем хатĕрлемеҫҫĕ пулсан. Пирĕн малашне мĕн тумалла?», тесе ҫапларах каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Чи малтанхи тапхăрта пурлăхсен хăш-пĕр пайне, электронлă ĕҫ хучĕсене, фильмсем ӳкерес ĕҫе Чăваш Ен Наци телерадиокомпанине куҫарма тен юрĕ.  Ҫитес вăхăтра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăну проектне хатĕрлĕҫ.

«Документлă киносем тата ытти чăвашла сюжетсене професси шайĕнче йĕркелемелле.  Ку ĕҫе вара наци телерадиокомпанийĕнче тăрăшакансем, шăпах та пуҫарса ҫĕнĕлле йĕркелесе яма пултарайраҫҫĕ», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

 «Пирĕн ĕҫе тивĕҫлĕ йĕркелесе пуҫарса ямалла.  Укҫа-тенкĕне тĕлли-паллисĕр тăкаклама юрамасть, тухăҫлăха тĕпе хумалла. Кун пек тусан кăна, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулать», тесе хушса каланă вăл.   

Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ «Чăвашкинора» штатра тăракан ҫынсем пирки те чарăнса тăнă, наци культурипе йăли-йĕркине тытса пыма май паракан мероприятисем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Халăхăн историйĕ, хальхи пурнăçĕ, культури –тĕп пуянлăх пирĕн.

«Чăвашкино» предприятине НТРК пĕрле хутшăнтарсан, бренда сыхласа хăварма меллĕрех пуласси куҫ кĕретех. Енчен те эср кионсене ӳкерме пуҫласан, халăх вĕсемпе ытларах кăсăкланассине те шанатпăр. Чăваш культурине упраса хăварма лайăхрах та тен пулĕ. Кун пирки ҫирĕплетсе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.   Архив  ĕҫне йĕркелес ĕҫе республикăри ытти Патшалăх архивĕсене парсан вырăнлă  теҫҫĕ ертӳҫĕсем.

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Чăвашкино» предприятинче ĕҫлекен пултарулăх ушкăнĕпе  ертӳҫĕсем Чăваш Енре киносем ӳкерес ĕҫе вăй илтерессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явма плана кĕртнĕ.  

 



19 октября 2021
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter