Çыхăну çирĕпленмелле

Чăваш Ен чикĕ леш енне ăсатакан таварсен хисепĕ те, калăпăшĕ те ÿссе пырать. Юлашки çулсенче ку енĕпе Таджикистанпа çыхăнусем йĕркеленсе кайрĕç. Кăçал унта 811 000 долларлăх тавар ăсатнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан – пĕр хут çурă ытларах. Çак кăтарту малашне тата та пысăкланмалла. Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Таджикистанăн Раççейри элчине Давлатшох Гулмахмадзода йышăнчĕ. Тĕл пулура шăпах çак ыйтава сÿтсе яврĕç. Пĕлтĕртен Чăваш Енпе Таджикистан уйрăмах ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме пуçланă. Чикĕ леш енне тулă, урпа вăрлăхĕсене ăсатнă. Республикăра çулсерен «Çĕрулми» курав йĕркелеççĕ. Унта ют çĕршывсенчен «иккĕмĕш çăкăрпа» ĕçлекен вун-вун пĕрлешӳ хутшăнать. Çитес çулхи 16-мĕш курава Таджикистанран та килме кăмăл турĕç. Хутшăнусем икĕ еншĕн те усăллă пулмаллине палартрĕç тĕл пулура. Чăвашра туса кăларакан хурçă утсем те унта кĕçех ытларах та ытларах ĕçлеме пуçлĕç. Хĕвеллĕ çĕршывра «Август» пĕрлешĕвĕн çум-курăка пĕтермелли им-çамне те хапăл. Таджикистанра гидроэлектростанцисем нумай. Вĕсене вара пăхсах тăмалла, саппас пайĕ нумай кирлĕ. Ку ыйтура та Чăваш Енри пĕрлешӳсем пулăшма хатĕр. Пулас аталану- хутшăну çул-йĕрне çитес икĕ эрнере тĕплĕнрех тишкерсе палăртĕç. Ун хыççăн пĕрле ĕçлеме килĕшӳ туса çирĕплетĕç. Чăваш Енре паян 3 000 ытла таджик пурăнать: кунтах тĕпленнисем, вăхăтлăх ĕçлеме килнисем. Çавăн пекех тата аслă пĕлӳ паракан шкулсенче 360 çамрăк вĕренет. Мускавра тата Ĕпхӳре Таджикистан консульстви пур-ха. Анчах та Чăваш Енрен унта çитме инçе. Çавна май Давлатшох Гулмахмадзода Олег Николаевран Шупашкарта ятарлă центр йĕркелеме пулăшмашкăн ыйтрĕ. Унта вара саккунлă миграципе çыхăннă ыйтусене те тимлĕх уйăрĕç.



НТРК
19 октября 2021
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter