Каникул икĕ эрне пулĕ

Шкул ачисем чăтăмсăррăн кĕтекен тапхăр – каникул çитет. Кĕркуннехи каникул кăçал икĕ эрнене – юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен тăсăлĕ. Мĕншĕн? Сăлтавне тунтикунсерен ирттерекен ларура каларĕç. Кĕркуннехи каникул икĕ эрне тăсăлнин сăлтавĕ – кăшăллă вирус. Чăваш Енри 126 вĕренӳ учрежденинче тата 65 ача садĕнче ковид-19 амакпа чирлекенесене тупса палăртнă. Çакна шута илсе каникулсем çичĕ кун мар, 14 кун пулĕç.

ДМИТРИЙ ЗАХАРОВ: «Эпир оперативлă штабăн хушăвне шута илсе – республикăри шкулсене пĕр вăхăтра каникула ярас ыйтăва – тĕпчерĕмĕр. Шкулсенче эпидемиологи лару-тăрăвĕ ансат мар. Иртнĕ эрнере чирлекенсен хисепĕ тата 25 процент ӳснĕ». Чир ерес хăрушлăх икĕ эрне пырать. Çавăнпа шкул ачисене çак тапхăра каникула ярĕç. «Чӳк уйăхĕнче тăватă канмали кун пулĕ. Эппин, ашшĕ-амăшĕсем килте пулĕç, шăпăрлансемпе пĕрле вăхăта ирттерĕç. Чи пĕлтерĕшли вара эпир чире сарăлма памăпăр», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

ЗОЯ ДИПЛОМАТОВА: «Районти 21 шкулта юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен ачасен кĕркуннехи каникул пулать. Ачасене хушма пĕлӳ паракан тăватă учрежденинче вара çав вăхăтра канмалли кунсем пулĕç». Аса илтеретпĕр, тĕп хулари шкул ачисен кĕркуннехи каникулĕ юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулмаллаччĕ. Районсенчи шкул ачисен вара чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен канмаллаччĕ. Каникул хыççăн епле пулĕ – вăхăт кăтартĕ. Хальлĕхе вара сыхланакана Турă та сыхлать текен каларăша шута илер.



НТРК
19 октября 2021
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter