Шупашкарта студентсен отрячĕсен слечĕ уçăлчĕ
Чи пултаруллисем, пуçаруллисем, тăрăшуллисем. Раççейĕн 14 тăрăхĕнчи хĕр упраçпа яш-кĕрĕм Чăваш патшалăх университетне пухăннă. Шупашкарта Атăлçи округĕнчи студентсен 11-мĕш слечĕ уçăлчĕ. Раççейри студентсен отрячĕ – çамрăксем хăйсем пуçару туса йĕркеленĕ пĕрлешÿ. Ырă юхăмăн тĕллевĕ пархатарлă. Вăл педагогикăпа, строительствăпа, медицинăпа тата илемпе, модăпа çыхăннă. Кунта çамрăксене ĕçе юратма, суйласа илнĕ профессие кăмăлласа алла илме пулăшаççĕ. Уява республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитрĕ. Çамрăксене мал ĕмĕтлĕ пулма, ума лартнă тĕллевсем патне талпăнма вăй-хăват сунчĕ, пуçаруллă яшсемпе хĕрсене хавхалантарма яланах хатĕррине пĕлтерчĕ.
АННА ШАКРИЕВА: «Эпĕ командирсен конкурсне хутшăнатăп тата Атăлçи тăрăх ушкăнĕн командирĕ пулатăп. Икĕ кунта 3 конкурса хутшăнтăмăр. Хамăр çырнă проектсене хӳтĕлерĕмĕр. Манăн проект 1-мĕш курс студенчĕсене пирĕн ĕç-хĕлпе паллаштарать». Студентсем ĕçченлĕхпе, ырăлăхпа, тараватлăхпа палăрса тăраççĕ. Ентешсем тĕп хуламăра килнĕ тантăшĕсене проект хӳтĕленĕ вăхăтра сиксе тухнă йывăрлăхсенче самай пулăшнă.
ДИАНА СМИРНОВА: «Пирĕн комиссар Шупашкар хулинчен. Вăл пире кунти илемлĕ вырăнсемпе, хулари архитектурăпа паллаштарчĕ. Историллĕ вырăнсене кăтартрĕ, халăх упраса хăварнă йăла-йĕрке пирки каласа пачĕ». Лайăх ĕçлесен канма та кăмăллă. Студентсем уявра чунтан савăнчĕç. Халĕ вĕсем конкурсра хӳтĕленĕ проектсем пирки пĕтĕмлетÿсем кĕтеççĕ. Унтан вĕренӳ лапамĕсенче ĕçлеме пуçлĕç.