2022 çулхи бюджет та социаллă тăкаксене тĕпе хурĕ

Чăваш Ен çитес çул мĕнле бюджетпа пурăнасси халех уçăмланать — Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне ырларĕç.

Бюджетăн çитес çулхи параметрĕсемпе вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вăл саккун проектне хатĕрленĕ май аталанăвăн наци тĕллевĕсене пурнăçлассине тĕпе хунине палăртрĕ. Ку енĕпе çирĕп никĕс пур темелле. Пандемие пула лару-тăру çăмăл мар пулин те кăçал социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене чакарман, ӳстерме пултарнă. Çав шутра республика хăйĕн тупăшне пысăклатма мехел çитернĕ.

Саккун проектĕнче бюджетăн çитес çулхи тупăшне 67 миллиард тенке яхăн палăртнă. Çав шутра хамăрăн тупăш — 34,8 миллиард тенкĕ, Мускав каялла тавăрса памалла мар майпа уйăраканни — 32,2 миллиард. Ку виçесем регионăн кăçалхи бюджечĕн параметрĕсенчен пĕчĕкрех. Анчах 2021 çулхи бюджет калăпăшĕ те малтан хальхи пекех пулман, вăл çулталăк тăршшĕпе тӳрлетӳсем кĕртнĕ май пысăкланса пынă — 8,7 миллиард тенкĕлĕх «йывăрланнă».

Çитес çул та, иккĕленмест Михаил Геннадьевич, çаплах пулĕ. Бюджет йĕркелĕвĕн çĕнĕ инструменчĕсем пурри те çак шанăçа çирĕплетет. Çав шутра — инвестици проекчĕсене пурнăçламалли бюджет кредитне реструктуризацилени, республикăна пысăк пилĕк проект валли Мускав 3,7 миллиард тенкĕ инфратытăм кредичĕ парассине ырлани, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçласси малалла тăсăлни, уйрăм çынсен технопаркĕсене пулăшмалли майсем уçăлни.

Тĕллевсен шутĕнче финанс министрĕ халăха, унăн сывлăхне упрассине, чухăнлăха чакарассине, сахал тупăшлă категорисене пулăшассине палăртрĕ. Çавна май çитес çулхи бюджетра социаллă политика валли уйăракан укçа чи пысăкки пулĕ — 19 миллиард тенкĕ ытла. Унтан — сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳ, культура тăкакĕсем. Расхут статйисем — нумай ачаллă çемьесенчи ачасене шкулта тӳлевсĕр апатлантарассинчен тытăнса хăвăрт хăпартмалли клубсем тăвасси таран.

Кăçал пурăнмалли çурт-йĕр строительствине тĕревлемелли укçа виçине икĕ хут пысăклатма пултарнă, Михаил Ноздряков ку енĕпе 2022 çулта та тимлĕх пысăк пулассине çирĕплетрĕ. Çул-йĕр фончĕ 2021 çулта 5,8 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çитес çул валли ăна хальлĕхе 5,5 милиард шайĕнче планланă. Анчах «хальлĕхе» тени ăнсăртран мар: Михаил Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, «2022 çулта çул-йĕр сферине федераци бджетĕнчен пулăшасси палăрмаллах пысăкланасси халех паллă».

Пĕлтерĕшлĕ статья — предпринимательлĕхе пулăшасси. Ку енĕпе уйăракан укçа та пысăкланать. Агропромышленноç комплексĕ валли 2021 çул пуçламăшĕнче 2 миллиард тенкĕ патнелле уйăрма палăртнă, анчах çулталăк тăршшĕпе çак виçе тата 1 миллиардлăх ӳснĕ. Çитес çул валли вара, пусăм тусах палăртрĕ министр, халех асăннă виçерен пысăкрах укçа пăхса хăварнă. Муниципалитетсене те тĕревсĕр хăвармĕç. Çулталăк тăршшĕпе вĕсем валли уйăрнă укçа 7 миллиард тенкĕ хушăннă, çитес çул районсемпе хуласене пулăшмалли траншсем тата пысăкрах пулĕç — 23 миллиард тенкĕ ытла. Бюджетăн 2022 çулхи тăкакĕсен пĕтĕмĕшле виçи вара 70,7 миллиард тенкĕрен те иртĕ. Хысна дефицитлă пулать, патшалăх парăмĕ хушăнать.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев бюджетра халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă пысăк тĕллевсене çирĕплетнине палăртрĕ. Халь проекта Патшалăх Канашĕнче тишкермелле. Депутатсен енчен хирĕç тăру пулассăн туйăнмасть, çакна ЧР Пуçлăхĕ çак кунсенче парламентпа унăн комитечĕсен, ПКри фракцисен ертӳçисемпе иртернĕ тĕлпулури калаçу конструктивлă пулни те çирĕплетет. «Ĕçĕн уйрăм çул-йĕрĕсене сӳтсе яврăмăр, хамăрăн хутшăну форматне палăртрăмăр…» — терĕ Олег Алексеевич.



Хыпар
20 октября 2021
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter