Чӑваш Енӗн "анлӑ правительство" формачĕн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашма региона пулас управленецсем килсе ҫитнĕ

Чӑваш Енӗн "анлӑ правительство" формачĕн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашма  региона пулас управленецсем килсе ҫитнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РАНХиГС представителĕсемпе тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Леонид Черкесовпа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. РАНХиГС  профессорĕ Валерий Бакушев тĕлпулу  вăхăтĕнче ҫапларах каланă: «Эпир регионта «анлă правительство» ĕҫе тытăннине пĕлтĕмĕр. Ку тĕлĕшпе ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, кулленех йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан е тата ытти  ыйтусене тишкереҫҫĕ, пĕрле сӳтсе явса кирлĕ пек тĕрĕс йышăнусем туса хăварма пикенеҫҫĕ.  Сирĕн паха ĕҫ опычĕ питĕ кăсăклă. Чи кирли вара – тухăҫлăха та ĕҫре малти вырăна кăларма аван», – тенĕ хăна.  «Влаç, бизнес тата общество наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлессин механизмĕ республикăра лайăх ĕҫлет», – тенĕ вăл.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ тытăм епле ĕҫленипе, унăн пĕлтерĕшĕпе планĕ пирки кĕскен каласа ăнлантарса панă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче вăй хуракансемпе ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕрле килĕшсе ĕҫлени, паллах вырăнлă.  Проектсене пурнăҫа кĕртессинче те витĕм кӳресси часах ҫакнашкал тытăмри пайташсемпе пĕрле, ҫитĕнӳсем тума та аван.  

Магистрантсене сăмах май, Олег Николаев Чăваш Республикине 2020-2025-мĕш ҫулсенче аталантарса пымалли Комплекслă программа  пăхса хăварни пирки те каласа кăтартнă. Регионта Экономикăн аслă канашĕ вăй илсе хăватлă ĕҫленине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Кун пек туни  уйрăм канашлу ĕҫĕсен тухăҫлăхне ӳстерме май панине асăннă Пуҫлăх.

РАНХиГС филиалĕ Чăваш Республикин пĕлтерĕшлĕ партнерĕ. Кун пирки вăл чс-часах асăнса хăварать тĕрлĕ канашлу ĕҫĕсенче. «Маларахри тапхăрсенче, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн (РАНХиГС)/ Шупашкарти филиалĕнче тăрăшакансем тăтăшах районсемпе хула администрацийĕсенче пулатчĕҫ.  Администрацисенче тăрăшакансене валли ятарлă семинарсем ирттеретчĕҫ.  Пĕр сăмахпа каласан кадрсен пĕлӳ шайне ӳстерме пулăшатчĕҫ. «Россия - страна возможностей» АНО пирĕнпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫ кĕретех. Проектсене пурнăҫа кĕртме паха сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ, патшалăх службипе, управленине аталантарса пыракан ятарлă тытăм тесен те йăнăш мар», палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

Практикăна курса ĕненес тесе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ хатĕрленипе  РАНХиГС магистранчĕсем валли анлă программа кĕтет. Вĕсем экономика, бюджет, финанспа налук енĕпе ĕҫлекен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Комитечĕн ларăвĕнче пулĕҫ.   Сĕнтĕрвăрри районĕнче администраци ĕҫĕпе паллашĕҫ, Чăваш Республикин Обществăлла палатăн ĕҫ-хĕлне пăхса хаклĕҫ, хулари депутатсен Пухăвĕн ĕҫне тишкерĕҫ, А.Г. Николаев СССР летчик-космонавтăн тăван тăрăхне ҫитсе унти лару-тăрупа паллашĕҫ.



22 октября 2021
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter