Ҫур ҫул каялла пуҫланнӑ ĕҫсем еплерех пыраҫҫĕ?

Ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупас тĕллевпе паян РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева Куславкка районĕнче ĕҫлĕ ҫӳревре пулчĕ.

Малтанах Куснар ҫывӑхĕнче хута яракан Сӑр хӳтĕлевҫин чиккине тӑвакансене халалланӑ палӑк ҫĕклекенсен ĕҫ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унӑн пĕрремĕш пайне чӳк уйӑхĕн вĕҫĕнче уҫма палӑртнӑ. Тепĕр пайне Республика кунĕнче уҫĕҫ. Ҫавӑн пекех Куславкка хулинче Атӑл хĕрринче кану вырӑнне хӑтлӑлатасси епле пынипе паллашрĕ. Кунта музей те, ресторан та, юмах сӑнарĕсемпе ҫыхӑннӑ скульптурӑсем те пулĕҫ. Унтан Лобачевскин музей ҫуртне ҫĕнетесси епле пынине ҫитсе курчӗ. Куславккара ҫитес вӑхӑтра уҫӑлакан "Ҫӑлтӑр" садикре пулчĕ. 140 вырӑнлӑскер, питĕ хӑтлӑ та илемлĕ вӑл.

Тĕрлемесри шкулта юсав ĕҫĕсем хĕрсех пыраҫҫĕ, вӗсене чӳк уйӑхĕн 7-мĕшĕччен пĕтерме палӑртнӑ. Чӳк уйӑхĕн 8-мĕшĕнче вĕренекенсене йышӑнĕ вӑл. Кун пирки тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.



Хыпар
22 октября 2021
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter