Канашри транспортпа энергетика техникумĕ уçăлнăранпа 85 çул çитнĕ

Канашри транспортпа энергетика техникумĕ уçăлнăранпа 85 çул çитнĕ

Канашри транспортпа энергетика техникумне 85 ҫул ҫитнине палăртса ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Мероприятине пухăннисене вăл юбилейпе саламланă май, 2024 ҫулта вĕренӳ учрежденийĕн бази ҫумĕнче ЦОПП уҫăлассине ырă хыпара пĕлтернĕ. Ку пек центр республикăра иккĕмĕш пулĕ. Вăл центр ĕҫне пуҫарса йĕркелесе яма 22 млн тенкĕ уйăрĕҫ, паха профессионалсене хатĕрлесе кăларма хăтлă условисем йĕркеленĕҫ.  

Аса илтерсе хăваратпăр, ҫакăн евĕр Центр Чăваш Республикин Ҫĕнĕ Шупашкар хулинче пурнăҫа кĕнĕ. Ăна хулари химипе механика техникум бази ҫумĕнче йĕркелесе янă.   

Олег Николаев техникумра ĕҫлекен педагогсене, студентсене, унтан вĕренсе тухнисене КанТЭТа 85 ҫул ҫитнĕ ятпа хĕрӳллĕн саламланă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă. Паллă кун Чăваш Республики   «Транснефть» ПАО тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тытăннăранпа 15 ҫул ҫитнине те уявланă.  

Кадрсене лайăх хатĕрлесе кăларнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă техникумра ĕҫлекен педагогсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсене нефтьпе газ, электроэнергетика, автомашинăпа транспорт тата ытти сферăри профессионалсем пысăка хурса хаклание каланă.    

«85 ҫул хушшинче, юлашки 15 ҫулне эсир «Транснефть» ПАО тачă ҫыхăнса ĕҫлетĕр, пĕр-пĕриншĕн усăллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыратăр. Ку вара питĕ аван. Раҫҫейри чи пысăк компанисенчен пĕринпе эсир кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă ĕҫсем пурнăҫа кĕртсе пыратăр. Пирĕн предприятисем, чăнласах та, «Транснефть»  компанишĕн пĕлтерĕшлĕ пулни куҫ кĕретех. Пĕлетпĕр, техникумран вĕренсе тухнисем, малашнехи пурнăҫĕнчи ҫул-йĕрне «Транснефть» компанипе ҫыхăнтарнă», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пулăхĕ Олег Николаев.

  Техникум "Транснефть" пĕрлешӳпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Вĕренӳ учрежденийĕнче предприяти валли çулсерен вун-вун специалист хатĕрлеççĕ: нефть операторĕсене, машинистсене, мастерсене т.ыт. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, ĕçлĕ килĕшӳ промышленноç предприятийĕсене пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтерме пулăшать.

 Вĕренӳ учрежденийĕн пурлăхпа техника бази пуян, кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Кунта ăс пухакансене тарăн пĕлӳ илме, практикăпа та ҫыхăнтарма аван.

 Пурлăха ҫĕнетсех тăраҫҫĕ, пысăк технологи витĕмлĕхĕ пурнăҫа кĕрсе пыни те куҫ кĕретех. Раҫҫей Федерацийĕн вĕренӳ учрежденийĕсен чаплă организацийĕнчен пĕри, ҫак статуса тытса тăраҫҫĕ те вĕсем. «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн,  «Ҫамрăк профессионалсем» федераци проектне тĕпе хурса 2022 ҫулта Канашри техникума 13 млн тенкĕ парса тивĕҫтерĕҫ.  Хушма вĕренӳ уйрăмĕсене йĕркелĕҫ, ҫмрăксен пĕлĕвне ӳстерме условисем тăвĕҫ.  

Квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесе кăларас ĕҫре пысăк тӳпе хывнăшăн, Канашри транспортпа энергетика техникумне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне парса чысланă, «Транснефть» ПАО тата «Транснефть-Прикамье» АО мухтанă, малашне те пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме сĕннĕ, регион Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне парса хавхалантарнă.  



22 октября 2021
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter