Кузьминан чĕри тапма чарăнчĕ
Хурлăхлă хыпар çитрĕ. Чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату. Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче ĕçленĕ СССР халăх артисчĕн Вера Кузьминан чĕри тапма чарăнчĕ. Вăл 97 çултаччĕ. Сарра Абрамовна, Леди Мильфрод, Унеслу, Кĕтерук, Хура чĕкеç сăнарсен ярăмĕнче хăйĕн чăн сăпатне çухатман артист Вера Кузьмина. СССР халăх артисчĕ, «Ылтăн маска» премийĕн лауреачĕ. Çак сумлă ятсене пĕр чарăнми малалла тăсма пулать. Чăвашсен пĕрремĕш наци театрĕнчен вăл 5 çул кăна кĕçĕнрех. Хĕрарăм ăрăсне, пурнăç тути-масине туллин ас тивнĕ Вера Кузьмина паянхи республикăри пур театр артисчĕсемшĕн те тăван анне вырăнĕнчехчĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш-Нăрваш ялĕнчен Мускаври ГИТИСа кăçатăпа пырса кĕнĕ чăваш пикин пултарулăхĕ умĕнче пуç таякансем питĕ нумай. Театрта ĕçленĕ вăхăтрах Вера Кузьмина кинора та ӳкерĕннĕ, совет саманинчи фильмсенче 100 ытла сăнара чăвашла калаçтарнă, сăвăçсемпе çыравçăсен ĕçесене радиора «чĕрĕ чун» кĕртнĕ. Вăл Чăваш патшалăх академи драма театрĕн йăли-йĕркисене çитĕнекен ăрăва вĕрнтекенĕ те пулнă. Ахальтен мар артистсем те, чылай чăваш çынни те ăна тăван анне пекех йышăннă.
ВЕРА КУЗЬМИНА: «Хамăр хула татах та ÿстĕр, çитĕнтĕр, хулара лайăх, ырă кăмăллă çынсем пурăнччĕр». Вера Кузьминична халăхран ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ пулин те унăн пехилĕпе иртекен пултарулăх ăмăртăвĕсем чунне-вăйне парса тăрăшнă пархатарлă артист çинчен аса илтерсех тăрĕç. Вера Кузьминапа Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче 11:00 сехетрен пуçласа 13:00 сехетчен сывпуллашĕç