«Пĕрле килĕшсе туслă ĕҫлесен, тухăҫлăх та ӳсĕ, ҫитĕнӳсем пуласси те часах, паянхи пурнăҫ таппинчен юлмалла мар, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеме вĕренсе пымалла», - тенĕ Олег Николаев
Чăваш Республикин Наци конгресĕн XI-мĕш съезчĕ умĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «ҫавра сĕтел» мелĕпе наци культурин хастарĕсемпе, чăваш халăхĕшĕн яваплăха туйса ĕҫлекен пысăк сумлă ентешĕмĕрсемпе Чăваш Республикине аталантарас тĕлĕшпе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, Раҫҫейри наци культурисен пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине палăртнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене туххăмрах татса памалли пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.
Уҫă калаҫăва пухăннисене Пуҫлăх саламланă май, пурин те яланах тухăҫлă, палăртнă тĕллевсем патне яваплăха туйса, кунран-кун вăй хурса тăрăшса ĕҫлемеллине асăннă.
Чăваш Наци конгресĕ пĕлтерĕшлĕ институт, пултаруллă ҫынсене пĕр чăмăра пухма хистет, наци культурипе йăли-йĕркине тытса пыма вĕрентсе пырать. Чăваш халăхне хисеплеме, уншăн тивĕҫлипех ĕҫлеме те вĕрентет, тĕрлĕ халăха туслă пулма, килĕшӳре пурăнма та витĕм кӳрет. Тĕнчери мĕнпур чăвашсем пĕрне-пĕри хисеплесе, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса вĕренсе ĕҫлесе пыма тăрăшчăр тесе, сахал мар мероприяти йĕркелесе ирттернĕ 29 ҫул хушшинче Чăваш наци конгресĕ.
Ҫулталăк каялла Чăваш Республикинче наци чĕлхине атлантарас тĕлĕшпе патшалăхăн хушма программине йышăннă. Культурăпа туризма вăй илтерес тесе, Чăваш Енри вулавăшсене тăван чĕлхепе тухса тăракан тĕрлĕ кĕнекепе тивĕҫтернĕ. Республикăра чăваш чĕлхипе хаҫатсем, журналсем кулленех тухса тăраҫҫĕ. Пуҫласа 2021 ҫулта республика хыснинче чăваш кĕнекисене туянма 3,5 млн тенкĕ уйăрса хăварнă. Вĕсене тĕллевлĕ усă курни те куҫ кĕретех. Пĕлтĕр чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Тĕррин кунне паллă тума Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Указ алă пусса ҫирĕплетнĕ. Уява тĕпе хурса, палăртма кăмăллă, ал ĕҫ ăстисем «ПĔРЛЕ» Сурпан тĕрленĕ. Кăҫал вара уява палăртса Чăваш Республикин карттине тĕрлеме хапăл тусах йышăннă ăстаҫăсем. Унпа паллашас текенсем, карттăпа, каярах Чăваш Тĕррин музейĕнче тĕплĕнрех паллашма та пултарĕҫ.
«Кăҫалхи ҫула Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене туса паттăрлăх кăтартнă ентешсене асăнмалли ҫулталăкĕ тесе палăртнă. Ятарлă фильм ӳкернĕ. Ҫитес ҫула эпир хамăрăн Мухтавлă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕ тесе йышăнма килĕшнĕ. Ҫитĕнекен ăру валли ҫак пулăмсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ҫамрăк ăрăвăн чун-чĕринче патриотизм туйăмĕ вăйланĕ», – тесе ҫапларах каланă Олег Николаев.
Уҫă калаҫу вăхăтĕнче, пĕр пухăннă пек чухне, пултаруллă драматургсене тупса палăртассипе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă, вĕсене валли ҫитес ҫул ятарлă конкурс ирттерессине те асăнса хăварнă ертӳҫĕсем.
Шкулта тата пурнăçра чăваш чĕлхин кирлĕлĕхне, пĕлтерĕшне, хăватне, нумай енлĕхĕпе тăрăмне çĕклесси, тăван чĕлхепе литература вĕрентĕвне , тăван ен историйĕпе культурине вĕрентесси ыйтусем те кун йĕркинчех пулнă.
«Пирĕн умра тата та пысăк тĕллевсем пур. Пĕрле килĕшсе туслă ĕҫлесен, тухăҫлăх та ӳсĕ, ҫитĕнӳсем пуласси те часах. Паянхи пурнăҫ таппинчен юлмалла мар, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеме вĕренсе пымалла, кăтартусене лайăхлатассишĕн ырми-канми вăй хумалла. Кун пек ĕҫлесен ҫитĕнӳ пулатех!», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.