Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕ иртрĕ
Питĕр, Иркутск, Свердловск, Тюмень облаçĕсем, Севастополь хули, Белоруç, Тутар Республикисем тата ытти те. Раççейре тата унăн тулашĕнче пурăнакан йăхташсем Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара – çитрĕç. Пухăнма сăлтавĕ те сумлă – Чăваш наци конгресĕн 11-мĕш Аслă Пухăвĕ. Вăл Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. «Чăваш юррисем тĕп вырăнта. Пĕр вырăсла юрă та шăрантармастпăр», – пĕлтереççĕ Севастополь хулинчен килнĕ чăвашсем. Тăван Енрен аякра пурăнсан та пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепех калаçнине палăртаççĕ вĕсем. Чăвашлăх туйăмне хайсен шăпăрланĕсенче те упраса хăварма тăрăшăççĕ.
АННА ТИМОФЕЕВА: «Тĕрлеме вĕрентетпĕр. Бисерпа çĕлеме вĕрентетпĕр. Чăваш тумĕсем кашни хĕрарăмăн виçĕ-тăватă тум хăй аллпе тунисем пирĕн. Хамăр çĕлетпĕр, хамăр тĕрлетпĕр, хамăр пуçтаратпăр. Пĕтĕмпех хамăр тăватпăр». Йăла-йĕрке – культура аталанăвĕн никĕсĕ. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан вĕсемпе пуян пулнă. Ăна сыхласа хăварас тĕллевпе Тутар Республикинчи йăхташсем чылай вăй хураççĕ.
ОКСАНА ЕНИСЕЕВА: «Хамăрăн Чăваш çĕршывĕнче мĕнле кĕлĕ вырăнĕсем пулнă. Çав ĕçпе ĕçлетĕп. Манăн маçаксем виççĕмĕш ĕмĕртенех чăваш енре кĕлĕ çурчĕ тунă. Эпĕ халь çавна тепĕр хут чĕртсе тăрататăп». Чăвашлăха аталантарасси – Чăваш наци конгресĕн тĕп тĕллевĕ. Республика ертӳçи Олег Николаев Аслă Пухура ку ĕçре палăрнисене чысларĕ. Вĕсенчен пĕри – Асамат. Ăна «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ятпа саламларĕç.
СВЕТЛАНА АСАМАТ: «Ашшĕ-амăш куçĕнче ачи-пăчи – пĕр тĕнче. Эпир хамăр атте-анне ачисем, эпир чăваш халăх ачисем. Унсăр пуçне мана çакăн пек питĕ хисеплĕ ят панă кун эпĕ çапла калатăп. Ят вăл – явап. Манас мар. Ята ярса пурăнас мар». Чăваш наци конгресĕн 11-мĕш Аслă Пухăвăн тĕп ыйтăвĕ – «пĕрремĕш чăваша» суйласси пулчĕ. Лава туртса пыма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн ертӳçине Валерий Клементьева шанчĕç.
ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Çĕнĕ утăмпа çĕнĕ ĕçсем тăвас килет. Кунта мĕн каламалла? Влаç тытăмĕ те. Районсемпе те, пире обществăллă ытти организацисемпе те. Халĕ тĕрлĕ шухăшсем пырса кĕчĕç. Эпир 13 çултах федераллă автономипе чăваш наци конгресĕн пĕр вăй тупмалла тесе каланăччĕ». Хальхи республика ертӳлĕхĕ конгресс пайташĕсен сăмахне шута илчĕ темелле. – Паянхи федераци саккунĕсене пăхăнса пĕртак хамăрăн ĕç йĕркисене те ылмаштармалла, мĕншĕн тесен, шел пулин те, пирĕн пĕр ĕçпех федераци культура автономи те, чăваш наци конгресĕ те ĕçлесе пырать. Çак икĕ организацине те пĕрлĕхлĕ те ĕçлеме меслетсем тупса çывăх вăхăтра çак ĕçе йĕркелесен тухăçлăх та пирĕн самаях ӳсме пултарĕ. Паллах, чăвашлăхшăн тăрăшакан икĕ сумлă пĕрлешӳ вăй-хăвата пĕр чăмăра пухсан ĕçĕ тата витĕмлĕрех пулмалла.