"Глобализаци процесӗсенче пирӗн чӑваш культурипе чӗлхине, ҫырулӑхне, йӑли-йĕркисене ҫухатмалла мар, вӗсене ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса аталантармалла", - тенĕ Олег Николаев

"Глобализаци процесӗсенче пирӗн чӑваш культурипе чӗлхине, ҫырулӑхне, йӑли-йĕркисене ҫухатмалла мар, вӗсене ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса аталантармалла", - тенĕ Олег Николаев

Чăваш Наци конгресĕн черетлĕ XI Аслă Пухăвĕ иртнĕ, унта пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă.  Паллă пулăма ҫĕршыври 26 регионтан сумлă ентешĕмĕрсем килсе ҫитнĕ.  

Чăваш наци конгресĕ чăваш чĕлхипе йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн сахал мар ĕҫ тăвать, кун пирки ҫирĕплетсех каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Пысăк пĕлтерĕшлĕ организаци 37 регионти ентешсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пырать.  Ют ҫĕршывсенче те пирĕн йăх-ташăмăрсем пур, вĕсемпе те вĕсем чăвашлăха сарассишĕн, историпе йăла-йĕркесене тытса пырассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Сăмах май, паянхи куна илес пулсан, кашни регионта чăвашсем пур тесен те йăнăш мар тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.

«Пĕлтĕр эпир Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине анлăн паллă турăмăр, тĕнчипех пирĕн чăвашсем саланнине пĕлтĕмĕр. Вĕсем тăван тăрăха, Чăваш Республикине юратни ҫинчен пĕлтерсе саламсем ячĕҫ.  Апла пулсан, эсир пурсăр та пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫ кĕретех.  Уйрăмах пирĕн пирки республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем кулленех ырăпа асăнни те ҫакнах ҫирĕплетет»,  тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Кăҫал Чăваш Енре Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ҫулталĕкĕ тесе йышăннă.   Ку ĕҫе Чăваш наци конгресĕнче тăрăшакансем хастар хутшăннине палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  Сăмах май, ҫитес ҫула Мухтавлă ентешĕмĕрсене халалланă. Апла пулсан, ку тĕлĕшпе те Наци конгресĕн пайташĕсем хастар ĕҫлессе ĕненетпĕр.

«Тĕнчере улшăнусем пулса пынă вăхăтра, пирĕн пĕр чăмăра пухăнса туслă ĕҫлесе пыма пĕлмелле, саланса кайма юрамасть. Чăваш чĕлхипе культурине, историне, ҫырулăха тытса пымалла, ăна ҫитĕнекен ăрăва тивĕҫлĕ шайра вĕрентмелле.  Ҫак ĕҫе пурнăҫлассинче ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе те усă курма тăрăшмалла.  Енчен те пĕр-пĕринпе ăнланса килĕштерсе ĕҫлесен, яваплăха туйсан, тухăҫлăх та пулатех, ҫитĕнĕ патне ăнтăласси те часах. Палăртнă тĕллевсене пурнăҫлассишĕн, пирĕнтен кашнин вăй хуса ĕҫлемелле.  Кун пек тусан, ҫитĕнӳ те пулатех!»,  тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тарăн доклад туса панă, ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Пĕлтĕр республикăра чăваш чĕлхине аталантарма витĕм кӳрекен патшалăх программине йышăнса хăварнăшăн республика ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   Ĕҫ хутне пиллĕк ҫуллăха йышăннă, ăна пурнăҫа кĕртсе пыма 28 млн тенкĕ уйăрнă.  Чăваш чĕлхине вĕренме май паракан тĕрлĕ кĕнеке пичетленĕ, ачасене валли ӳкерчĕклĕ хайлавсем те сахал мар ăсталанă.  Пĕлтĕр Чăваш Тĕррин кунне ирттерме ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Чылай курăмлă мероприятисем туса пынă.  Ульяновск хулинче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ музей территорийĕ ҫывăхĕннче чăваш ҫырулăхне 150 ҫул ҫитнине палăртакан палăка хăпартса лартма йышăннă.  Влаҫри ҫынсем ҫакăн пек курăмлă ĕҫлесе пыни, пире пурсăмăра та ҫиĕнӳсем патне ăнтăлма хистет.  Чăваш йăли-йĕркипе культурине  ăша хывса пурăнма вĕрентет тенĕ вăл.  Сăмах май,   вĕренӳ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси пирки чарăнса тăнă, чăваш журналистикине тимлĕх уйăрмаллине те асăннă.

Тепĕр паллă пулăм пирки асăннă, 2022 ҫулта Чăваш наци конгресĕ 30 ҫул ҫитнине паллă тăвасса каланă, ăна чыслăн ирттерме плана кĕртнине хыпарланă.   



25 октября 2021
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter