Аталану комплекслă пултăр

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура территорисен комплекслă аталанăвĕн ыйтăвĕпе строительство министрĕ Павел Данилов сăмах илчĕ. Ку енĕпе федерацин çĕнĕ саккунĕ тухни пĕтĕм ĕçе çĕнĕ шайра йĕркелеме май парать. Комплекслă майпа аталантарни территорисенче инфратытăма вăй пама, çуртсене «точечнăй» текен меслетпе çĕклессинчен хăтăлма пулăшмалла.

Шупашкарта паян иртнĕ ĕмĕрĕн 50-80-мĕш çулĕсенче тунă çурт нумай. Тĕпрен илсен — 50 çуллăх тесе тунăскерсем. Çав çуртсем 30-65% таран юхăннă ĕнтĕ. 5 миллион ытла тăваткал метра реконструкцилемелле е тĕпрен юсамалла. Çак ĕçе халех пуçăнмасан 2030 çул тĕлнех пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр калăпăшĕ ытла та пысăк пулĕ. Çавăнпа та, министр шучĕпе, территорисен комплекслă аталанăвĕ чи малтан авари пулма пултаракан çуртсем вырнаçнă, инфратытăм аталанман территорисене пырса тивмелле.

Тĕп хулара ĕçе пуçăнмалли пилĕк территорие палăртнă. Федераци шайĕнче ку енĕпе ĕçлеме пилотлă проект хатĕрленĕ, унта Раççейĕн 19 субъекчĕ хутшăнать. Çав шутра — Чăваш Ен те. Шупашкарта пирвайхи проект Антенна уйĕ текен территорире пурнăçланĕ. Патшалăх Канашĕн Председатĕлĕ Леонид Черкесов, хула пуçлăхĕ пулнă темерĕн, Кăнтăр поселокĕ çумĕнчи пушă лаптăк шăпипе кăсăкланчĕ. Вăл пысăк — икĕ теçетке гектар патнелле. Хăй вăхăтĕнче ăна çурт-йĕр строительстви валли 5-мĕш стройтреста панă. Анчах трест панкрута тухнă, çĕр çаплипех усăсăр выртать. Тен, çав лаптăка та комплекслă аталану валли тишкермелле? Павел Данилов çав территори пирки пĕлет, ун шучĕпе, вăл та çурт-йĕр строительствине комплекслă аталану мелĕпе пурнăçламашкăн интереслĕ.



Хыпар
25 октября 2021
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter