Чӑваш Ен "Руна ҫул-йĕрĕ" регионсен хушшинчи маршрут центрӗ пулма пултарать

Чӑваш Ен "Руна ҫул-йĕрĕ" регионсен хушшинчи маршрут центрӗ пулма пултарать

            Республикăна курма килес текен туристсен йышĕ 2020 ҫулххинчен тăватă хут та ӳсме пултарĕ, 2030 ҫулсем тĕлне миллион яхăн ҫын пирĕн тăрăха кăмăл тăвĕ, ку кăтарту  ҫитес 2022 ҫулта 350 пин ҫынпа танлашĕ, 1,5 хут ӳсĕ.

Кун пек ҫитĕнӳсем патне ăнтăласси, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Правительствин вице-премьерĕ  Дмитрий Чернышенко патне тăратнă ĕҫ хучĕпе,   регионăн стратегиллĕ аталанăвне тĕпе хурса йышăнакан проектпа килĕшӳллĕн пурнăҫланĕ.  Шăпах та,  «Рунический путь» регионсен хушшинчи бренд маршрутне йĕркелессине регионăн фронтальнăй стратеги аталанăвĕн шайĕнче пăхса хăварнă.   

Проектсене хӳтĕлес ĕҫ иртнĕ эрнере пулнă, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче пăхса тухса йышăнса хăварнă проект Чăваш Ен аталанăвне пысăк витĕм кӳрессе те шанатпăр.

«Кунта калаҫу регионсен хушшинчи бренд маршручĕ пирки сăмах пырать, руна аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки наци проектне те кĕртсе хăварма май тен килĕ. Туризм тата индустри, тараватлă регион наци проектне пурнăҫа кĕртсе пыма меллĕрех пуласси те куҫ кĕретех.   Туристсен маршрутне ҫĕнĕрен тĕплĕн пăхса тухса йышăнасси пирки сăмахламалла, бренд витĕмлĕхне те тĕпе хумалла», – тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Вăл каланă тăрăх, проекта 2030-мĕш ҫулччен пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Ку ĕҫре  «Туризм.рф» Раҫҫей туризмĕпе корпораци витĕмлĕхĕ те пулĕ, унăн хакĕ 6,98 млрд тенкĕпе танлашать. Бюджетран кĕмен ҫăл куҫсенчен те тĕрев пулни паллă – кăтарту 4,24 млрд ҫитнĕ.

Хальхи пурнăҫ таппинче Раҫҫейри халăхсен социаллă культура кодне ҫухатма юрамасть. «Руна ҫул-йĕрĕ» проектпа Раҫҫейри 12 субъекта пĕрлештерсе ĕҫлеме тĕллев лартнă.  Пĕрлехи маршрутпа пĕрне-пĕри пулăшса, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса мероприятисене йĕркелемелле.  Архиологи палăкĕсене тĕпчес ĕҫ ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалла», – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

2022 ҫулта проектпа килĕшӳллĕн, комплекслă мероприятисем пăхса хăварма план тунă. Бренд маршрутне аталантаракан ҫул-йĕре хатĕрлеме йышăнмалла, ытти объектсен ĕҫĕсене те кĕртсе хăвармалла.

Пĕрремĕш тапхăрпа Чăваш Ен территорине тĕпрен хатĕрлеме пулать.  2024 ҫулччен проектсен технологийĕсене пăхса хăварма май килĕ.  Тĕрлĕ программăсене плана кĕртсе хăварма та юрать. Ку ĕҫсене пуҫарса яма регионта 11 лапам пăхса хăварнă: этнопарксем, информаци центрĕсем, туризм инфратытăмне аталантарма май паракан объектсем те пулĕҫ.   

Проекта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ĕҫ хутне тĕпе хурса хатĕрленĕ, вăл 2030 ҫулччен Чăваш Республикинче туризма аталантармалли Концепцине тĕпе хурса пурнăҫа кĕрĕ.    «2030 ҫул тĕлне наци туризмĕн рейтингĕнче пĕрремĕш ҫирĕм лайăх ĕҫлекен субъект шутне кĕме хатĕрленет Чăваш Республики. (2019 ҫулта республика 51 вырăна тухнă)», – палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Концепцин малшнехи ĕҫне Чăваш Республикин патшалăх программине кĕртĕҫ.  Туризма аталантарма 2030 ҫулсем валли ĕҫ хутне хатĕрлессипе хĕрӳ тăрăшаҫҫĕ.

Регион тата федераци шайĕнче мероприятисене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пăхса хăварни, хушма инвестици илĕртме май парассине те шанатпăр. Плана кĕртнисем туллин пурнăҫа кĕрсен, унăн калăпăшĕ 45,3 млрд танлашĕ. Укҫа-тенкĕне инфратытăма вăй илтерме тăкакланĕҫ, объектсем хăпартса лартнă ҫĕре уйăрĕҫ.  Чăваш Ен – пин-пин юрă, пин-пин тĕрĕ çĕршывĕ, улăх-çаранпа, сĕм-сĕм вăрманпа, вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирпе пуян çĕр, унăн тавралăхĕ пурне те илĕртет. Шăпах та, ҫаксене тĕпе хурса Чăваш Республикин бренчĕ пулĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» туристсен кластерĕ инвестициллĕ проект пурнăҫа хăватлăн вирхĕнсе кĕчĕ, мероприятисем ку тĕлĕшпе кăсăклă пулса пыраҫҫĕ.        



26 октября 2021
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter