ЧНК президентне суйланӑ

Иртнӗ шӑматкун, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш съезчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче Тимӗр Акташ хыпарланӑччӗ-ха.

Пухура ЧНКн президенчӗ Николай Угаслов ҫӗнӗ ертӳҫӗ пулма Валерий Клементьева сӗннӗ.

Валерий Клементьев Чӑваш наци конгресӗнче вице-президент пулнӑ. Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче директор пулса ӗҫлет. Съезд делегачӗсенчен чылайӑшӗ Валерий Клементьевшӑн сасӑланӑ.



Чăваш халăх сайчĕ
26 октября 2021
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter