Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Тинĕс ҫар флотне йĕркеленĕренпе 325 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлани

Хисеплĕ моряксем тата флот ветеранĕсем!

Сире Раҫҫей Тинĕс ҫар флотне йĕркеленĕренпе 325 ҫул ҫитнĕ ятпа

пĕтĕм чунран саламлатăп!

Ҫак кун пирĕн мăнаҫлă ҫĕршывăн тинĕсĕсенче хуралта тăракан, инҫет ҫул ҫӳревсенче служба тивĕҫĕсене пурнăҫлакан, Раҫҫей флочĕн хăрушсăрлăхне тата унăн техника хăватне тивĕҫтерекен  вăйлă тата хастар ҫынсене пĕрлештерсе тăрать.

Чăваш Ене флотпа ҫыхăнтараканни чылай. Пĕрремĕшĕ - карапсене Чăваш Енри хуласен ятне пани. «Шупашкар» хурал карапĕ, СССР Чикĕ хуралĕн арĕсен йышне 1988 ҫулта кĕнĕскер, ҫĕршывăн анăҫ чиккисенче службăра тăнă. Кăҫал Чăваш Ен тĕп хулине килсе ҫитрĕ, хăйĕн яланхи вырăнне музей пек йышăнчĕ. Ҫĕр ытла ентеш ун ҫинче службăра тăнă.

Шефа илнĕ карапсен - «Чăваш Ен» ракета катерĕ тата «Ҫĕнĕ Шупашкар» тральщик - экипажĕсем паянхи кун та тинĕсре Тăван ҫĕршыв чиккисене тивĕҫлĕ сыхлаҫҫĕ.

Пĕтĕм чунран сире ҫирĕп сывлăх,  ҫĕкленӳллĕ кăмăл, ырлăх, ăнăҫу тата Тăван ҫĕршыва хӳтĕлес ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                        Олег Николаев



31 октября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter